Çак уйăхăн 22-26-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Сеспель-Фост» наци театрĕсен фестивалĕ иртет.
Пуçласа 10 çул каялла иртнĕ ĕнтĕ вăл. Ун чухне асăннă театр сцени çинче Хусантан, Йошкар-Оларан, Ульяновскран килнĕ çамрăксен театрĕсем тата Çамрăксен наци драма театрĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Фестивалĕн уйрăмлăхĕпе лайăх енĕ — спектакльсене наци чĕлхипе кăтартни. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Кăçалхине Королев, Грозный, Йошкар-Ола тата Шупашкар хулисенчен хутшăнаççĕ. Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă мероприятин постановки «Раççей халăхĕсен юмахĕсем» темăпа иртĕ.

