Республикăри муниципалитетсен территори пайĕсем 2025 çулта мĕнле ĕçленин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Халăх йышне шута илсе рейтинга 4 ушкăнра йĕркеленĕ. Пин çын таранчченхи ушкăнра Красноармейски округĕнчи Карай территори пайĕ çĕнтернĕ пулсан, ыттинче — пирĕннисем: Кĕçĕн Таяпа (1001-1500 çын), Курнавăш (1501-3000), Елчĕк (3000 ытла).
Критери питĕ анлă: ял старостисем халăхпа мĕнле çыхăнса ĕçлени, пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртни, тирпей-илемпе симĕслетỹ мероприятийĕсем ирттерни, хуçалăхăн электронлă кĕнекине йĕркелени, çынсене ГТОна явăçтарни… Сайтпа кăна çыхăннă 4-5 хаклав.
Çĕнтерỹçĕсене I степень дипломсемпе наградăланă. Çавăн пекех Аслă Таяпа территори пайĕ 2-мĕш вырăн йышăнни те кăмăллă.

