Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифровизаци халăх пурнăçне ансатлатать

Цифровизаци халăх пурнăçне ансатлатать

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.

Канашлăва хутшăннисем чи малтанах иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çитес вăхăтра ĕçе кĕртмелли тĕллевсене палăртрĕç.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Николай Петров тĕрлĕ программăпа пурнăçланакан юсав ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ. «НИМЕ — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн 2026 çула палăртнă 51 проектран 49-шне ăнăçлă вĕçленĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсама 45,2 млн тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 21,3 млн тенкине ĕçе кĕртнĕ, ку вăл 47,1 процентпа танлашать. Çул-йĕре тытса тăрас енĕпе планпа пăхса хăварнă 31,9 млн тенкĕрен 29,7 млн тенкине ĕçе кĕртнĕ (93,2 процент).

Елчĕк округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Надежда Баймушкина кăçалхи 9 уйăхра пурнăçланă ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Çак тапхăрта асăннă пай граждан тăрăмĕн 278 актне регистрациленĕ тата юридици тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ 1499 ĕçе пурнăçланă. Надежда Петровна ĕçри çĕнĕлĕх çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Тĕрлĕ сферăра цифровизаци ĕçе кĕрсе пынă май халăхăн ыйтăвĕсене ансатлатас тĕллевпе кунта та çĕнĕлĕхе çул панă — интернет уçлăхĕнче «Çывăх çынна çухатни» сервис ĕçлеме пуçланă. Çын вилсен унăн тăванĕсем хуйха пула ахаль те йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкеççĕ, кун пек вăхăтра документсене хатĕрлес тĕллевпе тĕрлĕ вырăна кайса çỹресси тата та пысăк чăрмав кăларса тăратать. Хутсене вара саккунпа килĕшỹллĕн кĕске вăхăтра хатĕрлесе ĕлкĕрмелле. Мĕнрен пуçăнмалла, мĕнле документ кирлĕ, ăçта тỹлемелле — тỹрех çакăн йышши ыйтусем тухса тăраççĕ ума. Асăннă сервис вара патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă килтенех заявлени çырса кирлĕ документсене кĕске вăхăтра хатĕрлеме пулăшать, палăртнă вăхăтра ăна вырăна кайса илесси анчах юлать.

Пенси фончĕн округри клиент службин ертỹçи Владимир Егоров социаллă тỹлевсемпе страховани стажне пырса тивекен саккунсенчи улшăнусем пирки хыпарларĕ. 80 çултан аслăрах çывăх çыннисемпе тăванĕсене е I ушкăнри инвалидсене пăхса тăракан граждансем валли çĕнĕ правилăсем çирĕплетнĕ — 2027 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен маларах асăннă граждансене пăхас тапхăр пирки пенси фондне хальхи пек 1 çулталăк иртнĕ хыççăн мар, тỹрех пĕлтермелле. Заявление тĕрлĕ мелпе пама пулать: вырăнти клиент службинче, нумай функциллĕ центр урлă тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ пулăшнипе. Заявление кашни çулах çĕнетсе пымалла, срокĕ тухасси пирки Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр кабинетри «страхланă çыннăн уйрăм çын счечĕн тăрăмĕ çинчен калакан сведенисем» сервис урлă ыйтса тĕрĕслесе тăма пулать. Ватăсене тата инвалидсене 2027 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пăхса тăракан граждансем валли куçăм тапхăрĕ пăхса хăварнă — 2028 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен вĕсем маларах вăйра тăнă правилăсемпе усă курса иртнĕ тапхăра çирĕплетме пултараççĕ.

Канашлура территори пайĕсен ĕçĕпе çыхăннă кулленхи ыйтусене сỹтсе яврĕç, пушар автомашинисене, депо çурчĕсене мĕнле шайра тытса тăнине, хĕллехи тапхăрта ял урамĕсене юртан е пăртан тасатас енĕпе хăш организацисемпе е уйрăм предпринимательсемпе килĕшỹсем тунине тишкерчĕç. ТОС йĕркелес тата тĕттĕм вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтерес ыйтусем те тимлĕхре пулчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code