Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета улшăнусем кĕртнĕ

Бюджета улшăнусем кĕртнĕ

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта округ пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пынă.

Депутатсем чи малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн 2026 çулхи тата планпа пăхнă 2027 тата 2028 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртнĕ.

Малалла халăх суйлавçисем Елчĕк муниципалитет округĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тỹлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайĕпе улăштарасси çинчен калакан йышăнăва, 2027 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли Прогноз планне (программине) тата 2028-2029 çулсенче муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли тĕп çул-йĕрсене çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Елчĕк округĕн территорийĕнче граждансен пухăвне палăртмалли тата ирттермелли йĕркене, Елчĕк округĕн территорийĕн пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртме май паракан пайне палăртмалли йĕркене те çирĕплетнĕ. Кĕçĕн Таяпа тата Тăрăм территори пайĕсенче «Староянашевское», «Сабанчинское» ТОСсен чиккисене те палăртнă ларура, маларах çирĕплетнĕ хăш-пĕр йышăнусене улшăнусем кĕртнĕ.

Лару вĕçĕнче депутатсем награда материалĕсене пăхса тухнă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code