Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕнче Елчĕкри РОВД ветеранĕсем пĕрле пуçтарăнса професси уявне паллă тунă. Тĕрлĕ вăхăтра тăрăшнă йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен пĕр-пĕринпе курнăçса калаçнă май аса илмелли нумай.
Ветерансене уяв ячĕпе округ пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă.
— Сирĕн профессионализм, паттăрлăх тата ĕçе чунтан парăнни — ырă тĕслĕх. Эсир хăвăра патшалăх пĕлтерĕшлĕ ĕçе халалланă май Елчĕк районĕнче пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтертĕр, йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе ырми-канми тăрăшрăр. Сирĕн пысăк опыт, ырă канашсемпе сĕнỹсем полици пайĕнчи хальхи çамрăксене пулăшса пыраççĕ, — палăртнă Леонард Васильевич сăмахĕсенче.
Саккун хуралĕнче тăрăшнă мĕн пур ветерана чун-чĕререн çирĕп сывлăх, ырлăх сунар.
Е.ГЕННАДЬЕВА.

