Мотоблоксем хутшăннипе республикăри çул-йĕрсем çинче çулсеренех аварисем пулаççĕ. 2017 çулта çакăн евĕр 12 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 12-шĕ аманнă.
Асăннă тĕслĕхсем халăха сыхлăхлă та тимлĕ пулма хистеççĕ. Инкексем ан пулччăр тесен чи малтанах çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Мотоблок транспорт хатĕрĕ мар, çавăнпа та унпа автотранспорт çÿрекен пĕрлехи çул çине тухма юрамасть /енчен те тепĕр вырăна илсе çитермелле пулсан ăна урăх транспорт хатĕрĕпе турттармалла/. Мотоблок прицепĕ çине пассажирсене лартма юраманнине те асрах тытар.
Правилăсене пăссан мотоблок хуçине административлă майпа явап тыттараççĕ, штраф виçи 800 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран. Мотоблок хутшăннипе аварисем ытларах ака-чÿк уйăхĕсенче пулса иртнине палăртмалла.
А.АЛЕКСЕЕВ.