Илья Чернов Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ. Сăпайлă, ырă кăмăллă ачаччĕ. Çынна пулăшас туртăмĕ пысăкчĕ.

Чылай çул хыçа юлчĕ пулин те, унăн ăш пиллĕхĕ сỹнмен. Унпа тĕл пулнă самантра та çакна курма-туйма май килчĕ.
Илья 2015-2016 çулсенче Калининградра Балти Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă. Ахаль чаçре те мар, спецназра. Пĕвĕпе лутрарах пулнăран ыйту та çуралчĕ пирĕн. Унăн ăнлантарăвĕ те ыйтуллах килсе тухрĕ:
— Пулас спецназовецăн пĕвĕпе 170 сантиметртан кая пулмалла мар. Эпĕ 2 сантиметр пĕчĕкрех. Мĕнле илнĕ мана? Халĕ те ăнланаймастăп.
Тупсăмĕ вара унăн спортри çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă-тăр. Илья ачаранах спорт кĕрешĕвĕпе, футбол-хоккей вăййисемпе çине тăрса кăсăкланнă. Чăваш наци спорт кĕрешĕвĕ енĕпе вăл Чăваш Ен шайĕнчи ăмăртусенче тăватă хутчен çĕнтернĕ, ирĕклĕ майпа тупăшассинче призерсен йышне кĕнĕ. Валерий Георгиевич Чернов, каярахпа Георгий Адюков тренерсем патĕнче ăсталăхне ỹстерсе пынă çамрăк республикăра «Чи лайăх кĕрешекен» кубока та тивĕçнĕ. Футбол тата хоккей турнирĕсенче ăна яланах хапхаçă вырăнĕнче курма хăнăхнă. Шкул çулĕсенчи Илюша хăйсенчен аслисем те хăварман.
Каллех — çар ретне
Илья Черновăн çĕршыв хỹтĕлевçин тивĕçне пурнăçласа таврăнсан малалла ăçта ĕçлеме е вĕренме каяс ыйту çивĕч тăман. Пĕр класра вĕреннĕ Роман Патшинпа пĕрле Мурманск облаçĕнчи Алакуртти поселокне çул тытнă, çар службинче тăма 3 çула контракт çырнă.
Унтанпа вунă çул иртнĕ. Чăваш ачисем кĕске хушăрах командирсем тата пĕрле службăра тăракансем хушшинче хăйсен пултарулăхĕпе, ыр кăмăллăхĕпе авторитет çĕнсе илнĕ. Илья Елчĕк тăрăхĕнчи пĕрле вĕреннĕ тата спортри юлташĕсене службăна йыхравлас тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Чăваш ачисем харсăрлăхпа, шанчăклăхпа палăрнине офицерсем пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ — çакна ырласа çеç йышăннă.
Часах Алакурттире чăвашла калаçакансен йышĕ хушăнсах пынă: Аслă Елчĕкри Федор Катинпа Тимур Бобин, Тăрăмри Петр Иванов, Патреккелĕнчи Геннадий Петров, Патăрьел районĕнчен пĕр çамрăк. Хальхи вăхăтра Федьăпа Петя — ятарлă çар операцийĕнче, Гена та пĕр тапхăр унта пулнă.
Вăрттăнлăхпа çыхăннă
Аслă матрос должноçне пĕлтермерĕ. «Юрамасть, вăрттăнлăх», — терĕ çеç. Çапах та службăпа çыхăннă хăш-пĕр ĕç-пуçа уçăмлатма хирĕçлемерĕ. Караппа экватортан каçни, çулталăкра икĕ хутчен çĕр тавра çаврăнни паллă пулчĕ. Ливи, Сири, Экваторти Гвинея çĕршывĕсене тĕрлĕ задача пурнăçлама кайса килнĕ. Вĕсенчен пĕринче Конституци йĕркине хỹтĕлеме хутшăннă.
Илья Чернов тивĕçнĕ II степень «Çарти паттăрлăхшăн», Горшков (икĕ хутчен) медалĕсем, Çурçĕр Тинĕс-çар флочĕн командующин Тав çырăвĕ çар çыннин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинчен калаççĕ мар-и?
Кунта «Спорти çитĕнỹсемшĕн» медале те хушар. Ентеш хоккей вăййи енĕпе Çурçĕр флочĕн чемпионĕ, мини-футболта — кĕмĕл призер. «Çĕрлехи хоккей лиги» турнирта бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче «Регби-7», «Юр çинчи регби» турнирсем анлă сарăлнă. Илья ку спорт тĕсĕнче те маххă паракан йышши мар. Хусанти (3-мĕш вырăн), Самарăри (2-мĕш призер) чемпионатсенче палăрнăскер каярахпа Раççей Тинĕс-çар флочĕн чемпионĕ пулса тăрать.
Контрактниксене — çул уçă
Çурçĕр Тинĕс-çар флочĕн Мурманскри подразделенийĕсене контракт йĕркипе службăна тăрас кăмăллисене хаваспах йышăнаççĕ. Ку ыйтупа Илья Александровичпа та çыхăнма пулать (телефон номерĕ — редакцире). Вăл пулас çар çынни пирки Комсомольски тата Елчĕк çар комиссариачĕн представителĕпе калаçса татăлать (халĕччен те çапла тунă вăл. — ред.). Инçе çула тухаканăн билет хакне саплаштараççĕ. Кĕтсе илеççĕ. Пурăну вырăнĕ тỹлевсĕр, йĕркелỹ тапхăрĕ вĕçлениччен апатлану кăна хăй шутĕнчен. Унтах, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухсан, сывлăх ушкăнне палăртса тивĕçлĕ подразделенине вырнаçтараççĕ. Контракт çавăнта çеç çырать. «Шалу тĕлĕшпе кỹренмелли çук», — пĕлтерет килĕшĕве черетлĕ хутчен тăснă аслă матрос.
Географи вырăнне шута илсе унта çулталăкри служба тапхăрне 1,5 çулпа шутлаççĕ. 30 çулхи çак статья геройне илес тĕк, çывăх çулсенче тивĕçлĕ канăва каймалла та пулать унăн. Мăшăрĕ, медик, ывăлĕ те юнашарах. Пĕрле чухне служба кунĕсем те хăвăрттăн та тикĕссĕн шăваççĕ…
Николай МАЛЫШКИН.
Аслă Елчĕк ялĕ.

