Воскресенье, 22 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун лăпкăлăхне тупнă…

Чун лăпкăлăхне тупнă…

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче пурăнакан Елизавета Александрова иртнĕ кунсенче 8 теçетке тултарнине хăйпе пĕрле пурăнакансемпе тата ĕçлекенсемпе паллă турĕ.

Елизавета Александровна (хĕр чухнехи хушамачĕ — Егорова) пирĕн уйрăма килни тăватă çул çитет. Маларах Лаш Таяпари ваттисен çуртĕнче 4 çул пурăннă. Типтерлĕ, сăпайлă, сăмаха ытлашши ваклама юратман сумлă хĕрарăм вăл. Çулĕсем сахалах мар та, пурнăç тути-масине лайăх пĕлет, çăмăлах пулманнине те аса илет.

Лиза Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ашшĕ — Александр Ефремович — шоферта, амăшĕ, Анна Ивановна, ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ пулин те, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерме те вăй-хал çитернĕ. Лиза пилĕк хĕрпе пĕр ывăлтан вăталăххи пулнă. Паянхи кун тĕлне шăллĕпе Володьăпа çеç тăрса юлнă. Темĕнле йывăр пулсан та хĕр ача 9 класс пĕтерсенех колхоз ĕçне кỹленнĕ. Çамрăк пĕр ĕçрен те ютшăнса тăман, тĕрлĕ çĕрте вăй хунă.

Каярахпа суту-илỹ ĕçне чĕннĕ ăна, райпо тытăмĕнче сутуçăра тимленĕ. Чылай çул ĕçленĕ хыççăн, штат кĕскетĕвне пула, «Прогресс» колхоза каялла таврăнать. Унта ĕçленĕ çулсене ырăпа аса илет вăл, тỹлевсĕр тырă пани ăна уйрăмах савăнтарнă. Хуçалăхра тăрăшсах тивĕçлĕ канăва тухнă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Елизавета Александровнăпа Варсис Васильевич пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Шел, мăшăрĕ 60 çултан иртсенех пурнăçран уйрăлнă. Ывăлĕ çинчен калаçу пуçарсан Лиза аппан куççулĕ юхса анчĕ. «Манăн ывăлăм, Миша, Шупашкар хулинче милици уйрăмĕнче ĕçленĕ, анчах та пурнăçпа киленсе пурăнмалăх саманчĕ сахалрах пулчĕ унăн: йывăр чире çĕнтереймесĕр 40 çул урлă каçсанах çĕре кĕчĕ», — терĕ вăл ассăн сывласа.

«Манăн савăнăçăм, пурнăçăм — мăнукăм Саша. Пĕрле час-час тĕл пулаймастпăр пулин те карас телефонĕпе калаçса чуна пусаратпăр». Ватă ăна тĕрлĕрен япалапа, укçа-тенкĕпе пулăшма тăрăшнине те каласа пачĕ.

— Ăçта пурăнсан та, пурăнма пĕлес пулать. Килĕштерсе пурăнсан пурне те аван, — тет Лиза аппа. Çемьере пысăк йышпа пурăннă вĕсем, ашшĕ-амăшĕ вĕсене тăванлăха упрама вĕрентнĕ.

Халĕ ваттисен çуртĕнче пурăнсан та, Лиза аппа патне пĕр вĕçĕм посылкăсем килни, Володя шăллĕ Шупашкартан час-час килсе çỹрени питĕ савăнтарать ăна. Мускавра пурăнакан Тоня йăмăкĕн хĕрĕ Аня та манмасть Лиза аппăшне. Китайра пурăнакан виçĕ ача амăшĕн посылкисем час-часах килеççĕ ун патне.

«Вĕсене йывăр пулнă тапхăрта хамăр аш-çу, апат-çимĕç ăсатнă Мускава. Халĕ епле пăхаççĕ хăйсем, — чун савăнăçне пытармасть Елизавета Александрова. — Ырă ырăпа таврăнать-çке».

Паян чир-чĕрĕ те айккинчен пăрăнасшăн мар. Тĕрлĕрен эмелĕ те кирлех. Ку тĕлĕшпе ăна Елчĕк больницинчи Нина Сурская медсестра сахал мар пулăшать. Унта ĕçлекен ытти тухтăрпа медсестрана та яланах ырăпа асăнать вăл.

«Эпир çак тĕнчере хăналăхра кăна», — теççĕ юрăра. Лиза аппа та çавнах калать. Пĕтĕм çын ырлăхпа-сывлăхпа, савăнăçпа, телейпе пурăнса ирттерме ăнтăлать. Ачалăхпа çамрăклăх иртет, сисмесĕрех ватлăх та çитет. Шел пулин те, пурнăç шăпи пурин те пĕр пек килмест çав. Пĕрисем ватлăха хăйсен ачисен хỹтлĕхĕнче, теприсем, тĕрлĕ сăлтава пула, ваттисен çуртĕнче пурăнса ирттереççĕ.

Лиза аппа 80 çултан каçнă пулин те, çак хăтлă çурта килнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнмест. Кунти хăтлăхшăн министерство, округ, социаллă центр ертỹçисене тав тăвать. Çак сăмахсене вăл Чăваш наци радиовĕпе çирĕплетсе каласа пани ĕçтешсене те савăнтарать.

«Чăнах та, мана ку çуртра питĕ килĕшет. Эпир пĕрре те пĕчченлĕхре мар. Ман пек ватăсем килти пекех туйччăр тесе мĕн кăна тумаççĕ пулĕ, пĕтĕм услови пур. Куллен тăватă хутчен апатлантараççĕ, мунча хутса кĕртеççĕ, япаласене çуса параççĕ. Икĕ вырăнлă çутă та ăшă пỹлĕмсенче телевизор та пăхатпăр, шашкă-шахматла та вылятпăр. Юрă-ташăпа та çывăх эпир. Пахчара тĕрлĕ çимĕç акса ỹстерме май пурри те савăнăç кỹрет. Пире тунсăх ан пустăр тесе мĕнле кăна мероприяти ирттермеççĕ-ши? Каласа та пĕтереймĕн. Мĕн кирлĕ тата ватăсене?… Пире çак çуртра чун-чĕре ăшшине парнелекен социаллă ĕçченсене, ертỹçĕне чунтан тав тăватăп, сывлăхăрсем пулччăр, пехил паратăп», — тесе вĕçлерĕ Лиза аппа хăйĕн сăмахне.

Антонина ОСИПОВА,
уйрăм ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code