Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕрĕсленсех тăмалла

Тĕрĕсленсех тăмалла

Çулсеренех майăн 20-мĕшĕнче СПИДпа вилнĕ çынсене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăватпăр. Ăна халалласа майăн 14-20-мĕшĕсенче ВИЧ-инфекцие хирĕç кĕрешсе «Стоп ВИЧ/СПИД» Пĕтĕм Раççейри акци иртет.

Иртнĕ çул районта ВИЧ-инфекци ернĕ 4 çынна тупса палăртнă. Çак хăрушă чире учета илме пуçланăранпа районта 37 çын ВИЧ-инфекципе чирленĕ, вĕсенчен 5-шĕ çĕре кĕнĕ, вăл шутран СПИД тапхăрне çитнĕ — 3 çын.

Хальхи вăхăтра районта 26 ВИЧ-инфекциллĕ çын пропискăра тăрать, вĕсенчен 11-шĕ кунта яланлăхах пурăнаççĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче ятарлă ушкăна кĕрекен 980 çынна тĕрĕсленĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ВИЧ-инфекци тĕрĕслевĕ витĕр 886 çын тухнă. Вĕсенчен пĕри чирлĕ. Вăл пропискăра кунта тăрать, анчах районта пурăнмасть.

Кашни çыннăн хăйĕн ВИЧ-статусне пĕлмелле, çавна май районти поликлиникăна килсе тĕрĕсленмелле.

Л.ФОМКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code