Райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Вăрăмхăва ялĕнче пулнă.
Вăл кунти Тĕп тата Вăрман урамĕсенче республикăн 2018 çулхи адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн хута каякан вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре тăвассипе пуçăннă ĕç-хĕлпе паллашнă /ĕçе «ДПМК «Яльчикское» ООО пурнăçлать/.
Çак ялта кăçал çĕнĕ ФАП та тума палăртнă. Николай Миллин строительсемпе тата ял халăхĕпе курнăçнă май çĕнĕ çурта тăвассипе паллашнă, ĕçе васкавлă пурнăçлама хушнă.