Планшетпа телефона сехечĕ-сехечĕпе алăран яман ачасем хăйсем Интернет серепине лекнине тавçăрмаççĕ те.
Интернет уçлăхĕнчен еплерех сыхланмалла, çитĕнсе пыракан ăрăвăн психикине хавшатасран еплерех упрамалла; Çакă тата ытти ыйту нумай ашшĕ-амăшне шухăшлаттарать. Тĕпчевçĕсем 6-7 çулччен ачана компьютерпа 10-15 минутран ытла лартма сĕнмеççĕ. 8-12 çултисене – 30 минут, 13-14-рисене – 1 сехет, 14 çултан аслăраххисене 1 сехет те 30 минут лартма сĕнеççĕ.
Шкул ачисене уроксем хатĕрленĕ чух компьютер кирлине шута илсен çак вăхăт сахалрах мар-ши? Психологсем çапла тума та сĕнеççĕ: 1 сехете социаллă сетьре ларма е ырă вăйă выляма, мультфильм курма уйăрма пулать. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле вылясан меллĕрех те. Тепĕр сехетне вара уроксене пурнăçлама уйăрмалла.
Мĕнле хăрушлăх пытаннă Интернетра? Унта ар-арăм хутшăнăвĕпе, терроризмпа, экстремизмпа, сектăсемпе çыхăннă информациллĕ сайтсем чылай. Çавăнпа та аслисен кĕçĕннисем мĕнле сайтсене кĕнипе, камсемпе çыхăну тытнипе кăсăкланмалла.
Л.ЕГОРОВА,
полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.