Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăх çулне хывакансем

Малашлăх çулне хывакансем

Экономика çĕнелсе аталанса пынă май информаци технологийĕ те пуянланса пырать. Çавна май вĕрентекенĕн çĕнĕ те тарăн пĕлỹ парасси çине тимлĕх ытларах уйăрмалла.

Шкулта çулран-çул çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕрсе пыраççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче шкулта агро-экономика класĕ уçăлчĕ. Вуннăмĕшĕнче 21 вĕренекен ăс пухать: 6 арçын ача, 15 хĕрача. Агро-экономика класĕнче математика, хими, биологи, физика тата черчени предмечĕсене анлăрах вĕрентме тăрăшаççĕ. Ку енĕпе шкул Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе пĕрле тачă çыхăнура ĕçлет. Çавна май агрокласс пĕтернĕ яшсемпе хĕрсене малалла ял хуçалăх енĕпе вĕренме çăмăллăхсем кĕтеççĕ. Çакă выпускниксен малашлăх çулне уçать.


«Çамрăксене аграри отраслĕпе ытларах кăсăклантарма республика районĕсенче аграри класĕсем уçмалла, унта шкул ачисем ял хуçалăхĕнче малта пыракан организацисен тĕслĕхĕсемпе усă курса хресчен ĕç условийĕсемпе паллашма, хăйсен вăйне çĕр ĕçĕпе çыхăннă тĕрлĕ профессире тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.


Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче шкулсенче ял хуçалăх производствипе паллаштаракан ушкăнсем йĕркеленине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта 10 агро-экономика класĕнче вĕренекенсемпе класс ертỹçи Л.Н.Агеева, шкул директорĕ Л.Н.Васильева пулчĕç. Вĕренекенсен кураторĕ Н.В.Хромова савăнăçлăн та ăшă кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Вăл вĕренỹри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Ачасем «Акконд» кондитер фабрикинче тата пĕтĕм ĕçе автоматсем пурнăçлакан Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» ĕне ферминче, «Уй кунĕ — 2017» курава çитсе курчĕç. Куçпа курса хакланă ĕçсене пулас профессипе çыхăнтарчĕç. Чун-чĕре профессийĕсене палăртса ял хуçалăх специалисчĕ пулма хатĕррине палăртаççĕ вĕренекенсем.

Ун хыççăн аудиторисемпе лабораторисенче пĕрремĕш занятисем иртрĕç. Ял хуçалăх специалисчĕ пулма ĕмĕтленекенсем занятисенче аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрленеççĕ, професси суйлавĕнче малтанхи утăмсем тăваççĕ. Вĕсенче-çке — агропромышленноç комплексĕн ыранхи шанăçĕ. Вĕренỹ программисĕр пуçне агрокласра ăс пухакансем математика, физика, биологи предмечĕсене тарăннăн вĕренеççĕ. Ял хуçалăх академийĕн преподавателĕсем çак предметсемпе вырăна килсе факультативлă занятисем те ирттереççĕ. Çак предметсемпе йĕркелекен тĕрĕслев ĕçĕсене вĕренекенсем хаваспах пурнăçласа пыраççĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ ырă тĕслĕх парса пуласлăх алăкне уçать, çĕнĕ ỹсĕмсем тума хавхалантарать.

Н.КУШМАНОВА, вĕрентекен.

Сăн ỹкерчĕкре: агро-экономика класĕнче вĕренекенсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code