Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çунать амăшĕн чĕри вут-çулăмсăр…

Çунать амăшĕн чĕри вут-çулăмсăр…

Лаш Таяпари çырма-çатраллă урамра пурăнакан Львовсем патне кĕрсе тухма пĕрре те çăмăл мар. Çуллахи вăхăтра уй хĕррипе çитме пулать-ха, хĕлле вара автомашина çитейместех, урама юр хÿсе лартать. Хальхи вăхăтра шăпах çак урамра вак чул сараççĕ. Апла пулсан пĕр нуши хыçа юлать. Вика хăйне япăхрах туйма пуçласанах амăшĕ ялти медсестрана чĕнет е тата хулана илсе кайсах сиплеме тивет. Тăтăшах çула тухма тивнĕрен ял вĕçĕнче пурăнакансене яка çул питĕ кирлĕ.

Уйăх каялла ачаран инвалид çитĕннĕ Викăна амăшĕ Шупашкара больницăна илсе кайнă. Сылтăм куçĕ çуралнăранпах курмасть-ха, юлашки уйăхсенче сулахаййи курманнине сисрĕ Раиса Дмитриевна. Мĕн тумалла; Ахаль те урисем çĕр тĕревне туяйман хĕрĕшĕн амăшĕн чун-чĕри мĕнле ыратнине калама кирлех мар тăр, хăть çутта уйăрсан аван-çке. Сĕм суккăра пăхасси чĕр нушах, çамрăка хăйне тата шалккă. Çине тăрса, тĕрлĕ больницăсене йăтса çÿресе, çивĕч те пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм пурпĕрех операци сĕтелĕ çине вырттарчĕ çирĕмри Викăна. Раиса Дмитриевна çамрăк та опытлă врач умне: «Епле те пулсан пулăшăр-ха?» – тесе чĕркуçленсех ларнине кашни инвалидăн амăшĕ ăнланатех. Операци çăмăл мар, мĕнле чăтса ирттерĕ ăна Вика?

– Хăшĕсене çур е пĕр сехетрен илсе тухаççĕ. Викăна илсе кĕни пĕр сехет, иккĕ иртрĕ. Алăк умĕнче тăратăп та чиркĕве кайса чупса килетĕп. Икĕ сехет те 10 минутран тухтăр операци ăнăçлă вĕçленнине пĕлтерсен епле телейлĕ туйрăм-ха хама, каласа пама пĕлейместĕп, – тет хĕрарăм вăл вăхăтри савăнăçне пытармасăр.

Тепĕр кунне врач чирлисене пăхса çÿренĕ май Вика умне пырса ларнă.

– Вика аннÿне куратăн-и? – ыйтнă вăл чи малтанах.

Хĕр амăшне аллипе тытсан Раисăн чун-чĕри хĕрÿлĕхпе тапнă, амăшĕ мĕн тĕслĕ кĕпе тăхăннине каласан вара тухтăр та хĕпĕртĕвне пытарайман.

Пилĕк кунтан Викăна больницăран кăларнă. Ялти врачпа медсестра хĕрĕн сывлăхне килсе тĕрĕслесех тăраççĕ. Хальхинче те Ираида Николаева медсестра Львовсем патне пырса кĕрсенех Викăран:

– Эпĕ кам-ха? – тесе ыйтрĕ.

– Ира аппа, – пулчĕ çийĕнчех хурав.

Апла пулсан унăн куçĕ курать. Хăех апат тытса çиет, çутă кунпа киленет. Çакă хальхи вăхăтра чи пĕлтерĕшли.

Эпĕ те Викăран хăçан çуралнине ыйтрăм, тĕрлĕрен ыйтусем патăм, хĕр вĕсене туллин хуравларĕ. Чи юратнă праçник уншăн çуралнă кунĕ. Ун чухне çемье уяв кĕрекине пуçтарăнать, аппăшĕсем çемйисемпе килеççĕ, парнесем параççĕ…

Ираида Гурьевна Шупашкарти тухтăрсем сĕннĕ уколсене тунă май сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ пирĕн…

Раисăпа Олег Львовсем пĕр класрах вĕреннĕ. Шкул парти хушшинче пуçланнă туслăх вăхăт иртнĕçемĕн юратăва куçнă. Олег салтакран килнĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăрнă. Унтан мăшăр кивĕ пÿрт илсе ял хĕрринчи чи илемлĕ вырăнта пурăнма пуçланă.

Раиса Дмитриевна вăтам шкул хыççăн Шупашкарти педучилищĕре воспитателе вĕренсе тухнă хыççăн ялти ача садĕнче ĕçленĕ. Ачасемпе çепĕç пулнине, вĕсене хăйĕн пепкисене юратнă пек ăшшăн пăхнине халĕ те аса илет ашшĕ-амăшĕ.

Çулсем иртнĕ май Львовсен çемийинче икĕ хĕр пĕрчи кун çути курнă. Заремăпа Мария хыççăн виççĕмĕшне кĕтнĕ Раиса. Çĕнĕ çурт тума пуçланăран икĕ ача амăшĕн пĕр канлĕх те пулман: хырăмра виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ йăшăлтатнине пăхмасăр йывăр ĕçе тиркесе тăман, кил картинче йышлă выльăхĕсене пăхнă, çуртри тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре харсăр хĕрарăм ахаль ларма пултарайман. Çитменнине тата таçтан-муртан грипп чирĕ çакланнă та ăна, ниепле те иртесшĕн пулман. Амăшĕ йывăр ĕçленĕренех тĕр виççĕмĕш хĕр пĕрчи питĕ ир кун çути курма васканă. Амăшĕн варĕнче ултă уйăх çеç аталаннă Викăна район больницинчен тĕп хуламăра леçнĕ. Вăхăтсăр çуралнăскере 1200 килограмран 2500 килограма çитиччен «Малюткăра» ÿстернĕ. Амăшне çак вăхăтра килне янă. Вика аталанса вăй илнĕ вăхăтра Раиса тĕпренчĕкне кăкăр сĕчĕ усăллă тесе ăна суса тăнă. Акă вăл больницăна ачине илме кайнă. Анчах амăшĕн чĕри темшĕн пепкене алла илсенех, ырă мара систернĕ тейĕн, сÿлетсе ыратса кайнă. Малтанах ăна ачан тыткаларăшĕ сисчĕвлентернĕ, унтан сылтăм куçĕ айăплине курнă. Больницăра çамрăк амăшĕсем сыввисене пăрахса хăварнине те илтнĕ вăл, анчах хăвăн ÿтре ÿтленнĕскере епле пăрахса хăвармалла, савнă мăшăрĕпе иккĕшĕн юнĕ чупать-çке унра?

Çапла уйăх хыççăн уйăх иртнĕ. Вика аппăшĕсем пек аталанайманнине ăнланса илсен Раиса тухтăрсем патне кайнă. 5 уйăхран пуçланнă вĕсем сипленме, анчах пепке ура çине тăрайман, сăмахсем те калайман. Хĕр ача çулталăк та икĕ уйăх тултарсан çеç тухтăрсем диагноза пĕлтернĕ – ДЦП.

Ача сусăр пулни çемьен чи пысăк инкекĕ. Мĕнле кăна тимлĕх ыйтмасть вăл, самантлăха та унран пăрăнма çук. Амăшĕпе хĕрĕ тăтăшах больницăра выртса сипленнĕ. Кĕçĕннисĕр пуçне аслисене та амăшĕн тимлĕхĕ кирлĕ вĕт. Çитменнине тата выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли. Вĕсем те ытларах хĕрарăм çине тиеннĕ.

Тĕрлĕ сиплев курсĕсене илсе çÿренĕ хыççăн ачан сывлăхĕнче улшăну пулни сисĕннĕ. Çавна май Вика дистанци мелĕпе вĕренме пуçланă. Вĕренÿ оборудованийĕ тупас тесе Раиса Дмитриевна таçта та çитнĕ. Килте тренажер вырнаçтарнă. Ирина Юрьевна Осипова учительница ачан пĕлĕвĕшĕн нумай тăрăшнине пĕлтереççĕ вĕсем.

Вика 10 çул тултарсан Львовсем Шупашкарти травматологи, ортопедипе эндопротезировани центрне кайма палăртнă. Викăн пĕр ури тепринчен кĕскерех. Анчах амăшĕпе хĕрĕн çула тухма май килмен. Викăн аппендикс шыçнăран операци сĕтелĕ çине выртма тивнĕ. Каярахпа та урине операци тума май килмен. ДЦПпа аптăракансен шăмăсем мышцăсенчен хăвăртрах ÿсеççĕ. Вĕсенчи сыпăсем хускалманран Викăн алли-ури лайăх итлемест.

15 çулта чухне тăрăшуллă амăшĕ çине тăрсах сусăр хĕр ачана Федераци центрне илсе çитернĕ. Сиплев курсĕ хыççăн вăл упаленме пуçланă. Ашшĕ-амăшĕ кĕçĕннине аталантарассишĕн тăрăшма пăрахман. Вĕсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ÿсĕмсем тăваççĕ. Халĕ те Вика иккĕмĕш хута картлашкасем тăрăх шуса хăпарать, амăшĕ хыçалтан пулăшса пырать. Уçă сывлăша илсе тухнă чухне коляскăпа усă кураççĕ.

– Çирĕм çул чирпе кĕрешет Вика. Пĕрре те нăйкăшмасть. Аслă хĕрсен ачисене кĕтет, вĕсемпе выляма кăмăллать, – тет Раиса Дмитриевна. – Турă пÿрнĕ шăпаран тарса пытанаймăн. Хырăмрах вăл ыттисенчен урăхларах пулассине туяттăм…

Аслă хĕрĕсем çемье çавăрса ашшĕ-амăшĕн йăвинчен тухса кайнă. Халĕ пысăк та хăтлă çуртра Вика ашшĕ-амăшĕпе кăна. Çавăнпа тунсăх пусать ăна. Пушă вăхăтра ÿкерме тăрăшать.

Раиса кил картинче тăрмашать, йышлă выльăх çитĕнет витере, Викăпа аппаланса вăхăт нумай иртет пулсан та хĕрарăм кил-çурта тирпейлĕ тытать. Кунĕпе пĕр канăç курмасан та 52 çулхи хĕрарăм сăн-питрен те, ÿт-пĕвĕпе те пит çамрăк курăнать, илемлĕ куллипе тыткăнлать. Вика çуралсан юратнă ĕçĕпе сыв пуллашма тивнĕ ăна. Ашшĕ-амăшĕсĕр пурăнаймасть Вика. Çунать амăшĕн чĕри вут-çулăмсăр, анчах ăна шыв сапса тăрсан та сÿнтереймĕн…

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: амăшĕпе хĕрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code