Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерекен саккун вăя кĕнĕренпе республикăра 6892 çемье çĕр лаптăкĕллĕ пулнă.
Вĕсенчен 4506-шĕ унта çурт лартма, 2332 çемье – хушма хуçалăх аталантарма тĕллев тытнă. 54 çемье вара дача тăвасшăн. Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав тата Шăмăршă районĕсенче черетри çемьесене пурне те çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Канаш /черете тăнисенчен 90 процент/, Куславкка /95 процент/, Çĕмĕрле /90 процент/, Елчĕк /90 процент/ районĕсенче те кăтарту пысăк.
Нумай ачаллă çемьесем çĕр лаптăкĕсене ахаль вырттарасшăн мар. 425-шĕ çурт хăпартма ирĕк илнĕ, вĕсенчен 262-шĕ ĕçе тытăннă та ĕнтĕ. 47 çемье вара çуртсене хута янă.