Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăкăр самăртар

Вăкăр самăртар

Ял çынни çулталăкăн кашни вăхăчĕпе кирлĕ пек усă курма тăрăшать. Чылайăшĕ килти ĕне пăруланă тынана е вăкăра çу каçарса çемье кассине хушма тупăш кĕртме ĕмĕтленет. Çак ĕçе тĕрĕс йĕркелени килти хушма хуçалăх тытакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Килти хушма хуçалăхра ÿстерекен выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илес тесен кашни ĕçĕн вăхăтне тата технологине тĕплĕ пĕлни кирлĕ. Çамрăк выльăха интенсивлă ÿстерсе лайăх тутăллă какай илес тесен самăртнă тапхăрăн кашни вăхăтĕнчех ăна пахалăхлă рацион кирлĕ. Çавăн чухне кăна мăйракаллă шултра выльăх ÿсĕмне кура талăксерен вăтамран 600-750 грамм ÿт хуштарма пултарать. Çакнашкал аталанупа çамрăк выльăхсем 9 уйăх тĕлне 180-200 килограмм виçене çитеççĕ. Пысăкрах ÿт хушаслăхпа пăхсан /900-1000 грамм/ 9 уйăх тĕлĕнче вĕсем 200-230 килограмм тайма пултараççĕ.

Çамрăк вăкăра 6 уйăха ÿстерме вăтамран 200 килограмм сĕт тата хăймине уйăрнă 700 килограмм сĕт /обрат/ кирлĕ. Кил хуçи çак мелпе тăрантарни çамрăк выльăха талăксерен вăтамран 700-800 грамм ÿт хушма май парать.

Вăкăр самăртас ĕç çине технологи шайĕпе пăхсан анатоми-физиологи аталанăвĕпе пĕтĕм производство циклĕ 4 тапхăра пайланать:

Сĕт тапхăрĕ 60-90 куна тăсăлать. Çак тапхăрта çамрăк выльăхсен рационĕнче ытларах таса сĕт кăна пулмалла. Ытти – комбикорм, çемçе утă.

Сĕт тапхăрĕнче çамрăк вăкăрсене апатлантармалли йĕрке кашни 7 кунта улшăнса тăрать. Малтанхи уйăхра вĕсене апатлантарасси çамрăк выльăхсен организмĕн хÿтĕлев тытăмне сыхласа хăварассипе тата аталантарассипе çыхăннă. Иккĕмĕш уйăхран пуçласа самăртмалли выльăхсене ÿсен-тăрана хăнăхтармалла.

Сĕт хыççăнхи тапхăрта çамрăк выльăха пĕтĕмпех ÿсен-тăран апачĕ çине куçарма сĕнеççĕ. Рационта утăпа, силоспа, сенажпа, концентратпа усă курма юрать. Вĕсене апат хутăшĕ туса парсан аванрах. Концентрат вырăнне комбикорм пулни рациона протеинпа, минераллă апатсемпе тата витаминсемпе шайлаштарать. Сĕт хыççăнхи тапхăр – 60-90 кун.

Интенсивлă аталану тапхăрĕ выльăхăн мускулатури активлă ÿснипе çыхăннă. Ку тапхăрта çамрăк выльăхсене уйрăмах тулăх тăрантарма тăрăшмалла. Вĕсене çак вăхăтра апат хутăшĕ парсан аванрах пулнине ан манăр. Ку тапхăр 4-8 уйăха тăсăлать. Лайăх пăхнă вăкăр çак вăхăтра талăксерен 800-1200 грамм ÿт хушаять.

Самăртмалли тапхăр вĕçĕнче пысăк энергиллĕ апатпа тăрантарнă вăкăрсем талăксерен 900-1200 грамм ÿт хушма пултараççĕ.

Мăйракаллă шултра выльăха самăртма тăратнă пÿлĕмре çителĕклĕ çутă, ăшă пулмалла, шыв ĕçмелли тата апат хурса памалли вырăн умрах пулни лайăх. Уçăлма тата ирĕклĕ тухса çÿреме май пурри те ÿт хушаслăх çине ырă витĕм кÿрет.

Вăкăрсене кирлĕ пек пăхса усрасан, тулăх çитерсен вĕсем чирлемеççĕ те.

А.БЫКОВА,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code