Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Район прокуратуринчен

Район прокуратуринчен

Укçа-тенкĕ хистесе илмеççĕ-и?

Раççей Федерацийĕн вĕренÿ тытăмĕнчи патшалăх политики шкул умĕнхи, кĕçĕн классенчи, пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам пĕлÿпе, вăтам професси пĕлĕвĕпе, конкурспа никĕсленнĕ аслă пĕлÿпе /пĕрремĕш хут аслă пĕлÿ илнĕ чух/ тÿлевсĕр тивĕçтересси çинче никĕсленет. Çак йĕркесене Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 43 статйинче, Федерацин «Вĕренÿ çинчен калакан» саккунĕнче /29.12.2012, 237-ФС/ палăртнă.

Çак принцип вырăнти бюджета субвенцисем /ĕç укçи тÿлес расхутсемшĕн, учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсем, хатĕрсем, теттесем туянма/ уйăрнипе пурнăçа кĕрет. Асăннă норма Федерацин «Вĕренÿ çинчен калакан» саккунĕн 3.5 статйипе çирĕпленнĕ. Кунта çакна палăртмалла, муниципалитет вĕренÿ организацийĕсен çурчĕсене тытса тăрасси, пурлăхпа техника никĕсне пуянлатасси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен полномочине кĕрет.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕсен ертÿçисем ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче шкула тата классене юсама, сăрăсем, шкапсем туянма, чÿречесем вырнаçтарма ашшĕ-амăшĕнчен укçа-тенкĕ пуçтарас тĕллевпе калаçу йĕркеленĕ тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Прокуратура асăрхаттарăвне шута илсе паянхи кун тĕлне 5 вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçине дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

Шкулсен ашшĕ-амăшĕнчен ирĕксĕрлесе укçа-тенкĕ илме ирĕк çук. Çав вăхăтрах Федерацин 2006 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи 276 номерлĕ «Ыр кăмăллăх ĕçĕ-хĕлĕ тата ыр кăмăллăх организацийĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, ашшĕ-амăшĕ вĕренÿ органĕсене хăйĕн ирĕкĕпе ыр кăмăллăх взносĕ тÿлеме пултарать, укçа-тенке расчет счечĕ çине куçармалла.

Енчен те ашшĕ-амăшĕнчен ирĕксĕрлесе укçа-тенкĕ илнĕ тĕслĕх çирĕпленсен, Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 5.57 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн должноçри çынна 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, предприятисемпе организацисене 100 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран штарф тÿлеттерме пултараççĕ.

 

Айăплав çирĕпленнĕ

2017 çулта террорла акт пуласси пирки хыпарлакан ултавлă телефон шăнкăравĕсене пула Мускав тата ытти хуласенче халăха шкулсенчен, больницăсенчен, суту-илÿ центрĕсенчен, хăна çурчĕсенчен, транспорт объекчĕсенчен васкавлăн илсе тухнă тĕслĕхсем йышлă пулнă. Çакă пысăк хумханупа тата тăкакпа çыхăннă.

Асăннă тĕслĕхсем ку енĕпе йĕркене пăсакансене тивĕçлипе айăплас тĕллевпе саккунсене çирĕплетме хистенĕ. Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 207 статйине 4 пайпа кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн террорла акт пуласси пирки ултавлăн пĕлтерекенсене икçĕр пин тенкĕрен пуçласа пĕр миллион тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

 

Штраф тÿлеме тивет

Елчĕк район прокурорĕ Елчĕк ял тăрăхĕнче пулса муниципалитет пĕрлешĕвĕсен нушисемпе çыхăннă ĕç-хĕле пурнăçлас тата тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерес, тавара сутăн илес сферăри килĕшÿ тытăмĕ çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕсленĕ.

2018 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ тата «ДПМК Яльчикское» ООО пĕчĕк предпринимательство субъекчĕ вырăнти пĕрлехи автомашина çулĕсене тытса тăрас тĕллевпе килĕшÿ çирĕплетнĕ. «ДПМК Яльчикское» ООО ĕçе палăртнă вăхăтра пурнăçланă. Прокуратура тĕрĕслевĕ Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ килĕшÿ положенине пăснине, маларах асăннă предприяти умĕнчи 142 пин тенкĕ парăмне парса татайманнине тупса палăртнă.

Район прокуратури Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 7.32.5 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă. Федерацин монополие хирĕçле службин Чăваш Республикинчи управленийĕ йĕркене пăснă должноçри çынна 30 пин текнĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.

Район прокуратури саккунлăха пăхăннине, çитменлĕхсене пĕтернине тĕрĕслесех тăрать.

А.АФАНАСЬЕВ,
Елчĕк район прокурорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан, юстицин кĕçĕн советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code