Темиçе çул каялла пирĕн шкулта та, районта та кадетсем пирки пĕлмен те, шутламан та… Паян вара Елчĕк шкулĕн пурнăçне кадетсемсĕр шутлама та май çук. Вĕсем шкулти, районти пĕр мероприятирен те юлмаççĕ.
Раççейре кадетсем çĕнĕрен çĕкленсе кайни тĕрлĕ тапхăрпа çыхăннă. Пур чухне те кадет корпусĕсем чăн-чăн Раççей гражданинĕсене хатĕрленĕ. Вĕсене спорта явăçтарнă, Тăван çĕршыва юратма, ăна хỹтĕлеме вĕрентнĕ. Вĕсен янăравлă «Пурнăç — Раççее, чыса — никама та!» девизĕ паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.
Шкулта 4 кадет класĕ. Вĕсен вĕренỹ программи, ытти ачасемпе танлаштарсан, кăшт урăхларах. Вĕсем ОБЖ предметне вĕренеççĕ, ташă урокĕ те пур. Унсăр пуçне кĕрешме те хăнăхаççĕ. Шкула та вĕсем пирĕн пек хăмăр кĕпепе шурă е хура саппунпа çỹремеççĕ — хăйсен ятарлă тумĕ пур. Çак классенче вĕренекенсенчен ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтарасшăн. Паллах, эпĕ çакăн пек пултаруллă ачасемпе пĕр шкулта вĕреннĕшĕн савăнатăп. Вĕсенчен çĕннине илме, вĕренме пулать. Вĕсем — кашни ачашăн тĕслĕх вырăнĕнче.
Шкулти кадетсенчен чи аслисем — саккăрмĕшсем. Шăпах вĕсем çак класа пуçарса янă. Вăл класра чăннипех маттур та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ. Вĕсем яланах тĕрлĕ конкурс-ăмăртура палăраççĕ. Сăмахран, республикăри кадетсем хушшинче иртнĕ «Çĕнтерỹ вальсĕ» конкурсра пĕлтĕр виççĕмĕш вырăна йышăнма пултарнă. «Чи лайăх ташлакан мăшăр» номинацире Марина Николаевăпа Данил Куприянов чи лайăххисем пулчĕç. Çавăн пекех республика шайĕнче иртнĕ «Çĕнтерỹ салючĕ» конкурсра та вĕсем призерсен йышне кĕчĕç. Район шайĕнчи çамрăк армеецсен «Зарница» вăййинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.
Паллах, вĕренекенсем мĕнле пуласси вĕрентекенсенчен те нумай килет. Саккăрмĕшсен класс ертỹçи — В.А.Николаев. Питĕ анлă тавракурăмлă учитель. Вăл хăй мĕн пĕлнине йăлтах вĕренекенсене пама тăрăшать. Историпе обществознани учителĕ пулнă май ачасене тата ытларах тăван культурăна упрама, Тăван çĕршыв пуласлăхĕпе кăсăкланма, тăван района, яла юратма вĕрентет.
6-мĕшпе 7-мĕш кадет класĕсенче вĕренекенсем аслисенчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Вĕсем те тĕрлĕ ăмăртусенче хастар. Т.Н.Лапшинапа С.В.Долгов ачасене пур енчен пулăшса, тĕрĕс çул кăтартса пыраççĕ, ачасем чăн-чăн патриот пулса ỹсчĕр тесе тăрăшаççĕ.
Кăçал пуçласа кадет çулĕ çине тăнисем вара — пиллĕкмĕшсем. Вĕсен класс ертỹçи -А.А.Данилов. Вĕсем ыттисенчен кĕçĕнрех пулсан та аслисенчен тăрса юласшăн мар. Часах вĕсем тупа туса «кадет» ячĕсене илĕç. Çак куна ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Юлия АДЮКОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: кадетсем.