Тăрăм ялĕнчи пĕр тăван Герман, Николай, Владимир Тимофеевсем XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕнĕ пурнăç йĕркелес ĕçе активлă хутшăннă. Вĕсенчен пĕри — Герман Тимофеевич çуралнăранпа ноябрĕн 18-мĕшĕнче 130 çул çитрĕ.
Герман (Георгий тесе те чĕннĕ. — ред.) Тимофеев — Октябрьти революци, Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисен участникĕ. Вăл Улатăрти гимназин 4 класне пĕтернĕ. Ĕç кун-çулне 13 çулта ялти кĕтỹçĕрен пуçланă. 1915 çулта патша çарне мобилизациленнĕ. 1917-1919 çулсенче Улатăрти почта-телеграф кантурĕн почтальонĕнче ĕçленĕ май, хулара совет влаçне йĕркелес ĕçе активлă хутшăннă. Граждан вăрçинче шуррисене хирĕç Хĕвел тухăç фронтĕнче çапăçнă, ятарлă чаçсен отрячĕн командирĕ пулнă.
1920-1921 çулсенче Теччĕри уес ĕçтăвкомĕн административлă пай заведующийĕнче, уес парти комитечĕн тата РКП(б) Чăваш обкомĕн аппаратĕнче ĕçленĕ. Унта Совет влаçне хирĕç тăракансемпе çине тăрса кĕрешнĕ. 1922 çулта — Патăрьел участокĕн халăх следователĕ, 1923 çулта Курнавăш вулăс ĕçтăвкомĕн тата вулăсри парти комитечĕн секретарĕ пулса тăрăшнă. 1925 çулта ентеше Йĕпреç участокĕн халăх судйине çирĕплетнĕ.
Герман Тимофеев 1926-1931 çулсенче Шăмăршă районĕнче вăй хунă: халăх судйинче, милици начальникĕнче, парти райкомĕн секретарĕнче, вăрман хуçалăхĕн директорĕнче. Елчĕк районĕнче 1934-1940 çулсенче вăрман хатĕрлекен исполнитель, райĕçтăвкомĕн йĕркелỹ пайĕн заведующийĕ, районти вăрман хатĕрлевĕн директорĕ, 1940-1942 çулсенче райĕçтăвком председателĕ пулнă, советпа хуçалăхăн яваплă ытти должноçĕсенче тимленĕ.
Герман Тимофеевич обществăлла майпа та чылай ĕç туса пынине палăртмалла. Вăл — райпон ревкомисси, районти партипе патшалăх контроль комитечĕн председателĕ пулнă т.ыт.те. 1919 çулта Курнавăш вулăсĕн, Теччĕ уесĕн съезчĕсен, 1921 çулта Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чăваш коммунисчĕсен II съезчĕн делегачĕ пулнă. 1955 çулта ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Герман Тимофеев 1977 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
…Тăрăм çынни Элекçей Тимешĕнчен тухнă паллă патшалăх деятелĕпе Яков Андреевич Андреевпа (1888-1975) тачă çыхăнса ĕçленĕ. Ăна 1920 çулхи февраль уйăхĕнче Елчĕк районĕн парти комитечĕн, октябрьте Тутар АССР партин уес комитечĕн секретарьне суйланă. 1932-1937 çулсенче — ВКП(б) Чăваш обкомĕн иккĕмĕш секретарĕ.
Пенсие тухсан вĕсем пĕр-пĕрин патне çырусем çỹретнĕ. Яков Андреевич ентешне çырнă хăш-пĕр йĕркепе паллашар:
«…Искренне благодарю за добрую память. Ведь мы с Вами старые друзья по работе в Тетюшах с 1918 года, когда Тетюши очистили от белых. Вы работали в отделе Управления и пр…» (13.01.1958).
«…Я помню Вас, Герман Тимофеевич, как самого смелого, сильного человека. Вы тогда мне спасли жизнь в Тетюшах, когда Тинчуринские мятежники стащили меня с телеги у базарной площади и хотели растерзать…» (21.04.1958).
«…Как живешь самый старый и близкий друг первых лет революции? «Бойцы вспоминают минувшие дни, и битвы, где вместе рубались они!» Я пока дышу и двигаюсь самолично…» (12.1974).
Сăмах май кĕскен: Герман Тимофеевичăн шăллĕ — Николай — тĕрлĕ çулсенче республикăри 8 районти шалти ĕçсен пайне ертсе пынă. Владимир — финанс ĕçĕн организаторĕ. Ăна Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă.
Николай МАЛЫШКИН.
Тăрăм ялĕ.

