Колхозниксене пенси тỹлесси çинчен хăçан йышăну кăларнă?
О.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк.
СССР Президиумĕн Аслă Канашĕ 1964 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Колхозсен членĕсен пенсийĕсемпе пособийĕсем çинчен» саккун кăларнă. Вăл 1965 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ, колхозра 25 çул ĕçленĕ арçынсене тата 20 çул тăрăшнă хĕрарăмсене кашни уйăхра парса тăма патшалăх пенсийĕ çирĕплетнĕ. Унăн виçине ĕçленĕ тапхăрта шалу мĕн чухлĕ илнине пăхса палăртнă. Асăннă саккунра колхозра вăй хунă чухне сусăрланнă пирки уйăхсерен инвалид пособийĕ, ача колхозра ĕçлекене — хăйне тăрантаракана — çухатнă пулсан патшалăх пособийĕ уйăхсерен илсе тăма пуçласси çинчен те каланă. Колхоз членĕсене пенси туса памалли тата унпа уйăхсерен тивĕçтермелли йĕркене СССР Министрсен Канашĕн 1964 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи йышăнупа çирĕплетнĕ.
Колхозниксем 1965 çултан тытăнса пенси илсе тăма ĕç стажĕ, ун çинчен ĕç кĕнекине çыртарма тытăннă. Вăл ĕç стажĕ миçе çул пухăннине çирĕплетсе пыракан тĕп документ шутланнă.

