Сентябрĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ — районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, район прокурорĕн çумĕ Андрей Афанасьев, полицин районти пайĕн ертÿçи Алексей Алексеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 4 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Чăваш Республикин Елчĕк районĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тÿлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайĕпе улăштарасси çинчен калакан йышăнăва çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Ирина Теллина паллаштарчĕ.
Малалла депутатсем район Депутачĕсен пухăвĕн «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2018 тата планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç.
Райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова муниципалитет право акчĕсене экспертиза тăвассипе çыхăннă ыйтупа тухса калаçрĕ.
Халăх суйлавçисем ытти ыйтусене те тишкерчĕç.
Е.ПЕТРОВА.