Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инçетри туссемпе çыхăну çирĕп

Инçетри туссемпе çыхăну çирĕп

Вăтам шкул пĕтерсен 1967 çулхи январь уйăхĕнче мана Лаш Таяпари шкула аслă пионервожатăй пулса ĕçлеме ячĕç. Çав çулах Елчĕкри вăтам шкула куçарчĕç. Тăван шкулта ачасемпе 5 çул ĕçлерĕм. Çав шутран 3 çул шкулти учитель-комсомолецсен пуçламăш организацине ертсе пытăм. Комсомол ретĕнче вăл вăхăтра пилĕк вĕрентекенччĕ: Э.А.Иванова /Канаш хулинчен/, Г.М.Афанасьева /Тамбов облаçĕнчен/, Г.А.Шапошникова /Владимирова, Ĕнел/, Л.Н.Агеева /Хушкина, Аслă Елчĕк/ тата эпĕ. Çамрăк вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшнисĕр пуçне общество ĕçне те хастар хутшăнатчĕç, вĕренÿре кая юлса пыракан пуçтахрах ачасемпе уйрăммăн ĕçлетчĕç.

1971 çулта районта çут ĕç пайне запасри учительницăна куçарчĕç, райсовет ĕçтăвкомĕнчи комсомол пуçламăш организацийĕн секретарьне суйларĕç мана. Ĕç хыççăн мĕнле кăна мероприяти йĕркелемен-ши; Концертсемпе, спектакльсемпе ялсене тăтăш тухса çÿрени халĕ те асра. Район, республика шайĕнче иртекен спорт мероприятийĕсене те хастар хутшăнаттăмăрччĕ. Çуран, йĕлтĕрпе чупма, тăршшĕне, çÿллĕшне сикме, мечĕк ывăтма, пăшалтан пеме, шашкăлла, теннисла выляма юрататтăм, республикăра та малти вырăнсене йышăннă. Спорт ăмăртăвĕсене комсомол организацийĕнчи ытти çамрăксене те явăçтарма тăрăшаттăмччĕ.

Вăл вăхăтра КВН вăййисем анлă сарăлма пуçларĕç. Парти райкомĕнче тата райсовет ĕçтăвкомĕнче те КВН командисем йĕркелерĕмĕр. Питĕ тĕплĕн, чылай вăхăт хатĕрленеттĕмĕр /ытларах кану кунĕсенче/. Пирвайхи тĕл пулăва Елчĕкри культура çуртĕнче йĕркелерĕмĕр. Куракансене вăл питĕ килĕшрĕ. Çакă икĕ командăна та хавхалантарчĕ. Унтан ялсене тухса çÿреме пуçларăмăр. Халăх хапăлласах йышăнчĕ пире.

1973-1974 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн шкул ачисемпе ĕçлекен секретарĕ пултăм. Çак вăхăтра колхозсене, предприяти-организацисене, шкулсене тухса çÿресе комсомолецсемпе çамрăксене ĕçри, общество пурнăçĕнчи, спортри, культура ĕçĕнчи активлăхне ÿстерме тăрăшрăмăр. Комсомол райкомĕнче пĕрле ĕçленĕ А.П.Гурьевăна ?Грибова/, И.И.Николаева, З.И.Антоновăна, А.Е.Аверкина, Г.И.Зайцева тата ыттисене те паянхи кунччен ырăпа аса илетĕп.

Çамрăксене патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. 1967-1971 çулсенче шкулсенче интернационалла туслăх клубĕсем /КИД/ вăй илчĕç. Вĕсем халăх хушшинчи туслăха çирĕплетме, ачасене ытти халăхпа хутшăнса çырусем çÿретме май паратчĕç. Шкулти пионер дружини Совет Союзĕн Геройĕ Зоя Космодемьянская ячĕпе хисепленсе тăнăран Зоя вĕреннĕ Мускаври 201-мĕш шкулпа тата Зойăн амăшĕпе Любовь Тимофеевнăпа çыхăну йĕркелени, Павлик Морозов паттăр пионер амăшĕпе Татьяна Морозовăпа, Совет Союзĕн Геройĕн Александр Беляевăн тăванĕсемпе, Украина, Белорусси, Молдави ССРĕсенчи шкул ачисемпе çыру ярса илни ачасенче патриот туйăмне аталантарнă.

Эпир хамăр шкул, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем пирки çырса пĕлтереттĕмĕр. «Таня» поэмăна халăх хушшинче час-час вулани, драма кружокĕн членĕсемпе «Павлик Морозов» тата чăваш писателĕ Леонид Агаков çырнă «Ылтăн вăчăра» хайлавсемпе ялсем тăрăх спектакльсем лартма çÿрени те манăçа тухмасть. Вĕсене кăтартса пуçтарăннă укçа-тенкĕпе Мускавран почта урлă пуканесем туянтăмăр, ачасемпе пукане спектаклĕсем лартма пуçларăмăр. Спектакльсем кăтартма кÿршĕ ялсене лашасемпе çÿренĕ. Тÿскел ачисем ятарласа фермăна кайса лашасем кÿлсе килетчĕç.

Шел, воспитани ĕçĕнче малтанхи йăласем манăçа тухрĕç, çĕннине шырамастпăр.

Людмила ГОРШКОВА /МУДРЕЦОВА/.
Аслă Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code