Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн улшăннă?

Мĕн улшăннă?

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ юлашки хут 2016 çулта иртнĕ.

Унăн кăтартăвĕсем çĕршыври аграри секторĕнчи лару-тăрăва, малтанхи тапхăртипе танлаштарсан, пулнă улшăнусене уçăмлатма пулăшнă: усă куракан çĕр лаптăкĕсем, выльăхсен йышĕ, ял хуçалăх производствинче вăй хуракансен хисепĕ, вĕсен пĕлĕвĕн шайĕ мĕнле пулни, инфратытăм тата ыт. те.

Нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери информаци агентствинче «Паянхи Раççей» ятпа иртнĕ пресс-конференцире Росстат сăнавĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарни те пĕлтерĕшлĕ пулнине йышăннă.

2016 çулхи çыравра Раççейре 36 пин ял хуçалăх организацийĕ, 136,7 пин хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, 38 пин уйрăм предприниматель, 23,5 миллион хушма хуçалăх, 75,9 пин граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсене ?сад-пахча/ шута илнĕ. 10 çулта ял хуçалăх организацийĕсен хисепĕ 69-тан – 76, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 50-ран 66 процент ÿснĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх производствинче хушма хуçалăхсен хисепĕ 86-ран – 80, граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсем 93-рен 89 процент таран чакнă.

10 çулта пур категорири хуçалăхра пулăхлă çĕр 14 процент чакнă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх организацийĕсенче усă курма юрăхлă çĕр лаптăкĕ 90, 2 миллион гектар /89 процент/, фермерсемпе уйрăм предпринимательсен – 39, 6 млн гектар /92 процент/, уйрăм çынсен – 12,9 млн гектар /66 процент/ шутланать.

Пулăхлă çĕрĕн ытларах пайне /66 процент/ сухаласа акаççĕ. Кĕтÿ çÿретме уйăрнă анасем – 19, утăлăх, усă курман лаптăксем – 7, нумай çул ÿсекен курăксем 0,5 процент шутланаççĕ. 10 çулхи тапхăрта сухаласа акакан лаптăк 4,4 млн гектар ÿснĕ – 79 млн çитнĕ. Çакна фермерсем тата уйрăм предпринимательсем ытларах çĕр лаптăкĕсемпе усă курма тытăннипе сăлтавламалла.

Техника культурисене туса илесси /54 процент/ вăй илнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ те 3,7 млн гектар /8,5 процент/ ÿснĕ. Çав вăхăтрах çĕр улми, пахча çимĕç, выльăх апачлĕх культурăсене сахалрах туса илме тытăннă. Пусă çаврăнăшĕнче ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ.

Мĕн пур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутра сăвăнакан ĕнесем 18 процент чакнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code