Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хуçасăр сумка е тĕркев асăрхасан

Хуçасăр сумка е тĕркев асăрхасан

Террористсене пула пĕр айăпсăр пин-пин çын, çав шутра ачасем пурнăçран уйрăлни – хăрушă пулăм.

Теракта сирес ĕçре халăх тимлĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Кирек ăçта та хуçасăр сумка е тĕркев, иккĕлентерекен ытти япала асăрхасан, полици пайне, учреждени е организаци ертÿçине, транспорт хатĕрĕ çинче пулсан водителе пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çÿрене те пĕлтермелле. Кун пек чухне карас телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть.

Инкекрен сыхланни ытти чухне те кирлĕ. Енчен те эсир террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла? Паллах, чи малтанах вут-çулăм кăларма пултаракан хатĕрсене чарса хумалла, газ пăрăхĕсене хупмалла, çунакан кăмакасене, каминсене сÿнтермелле. Хунар, медикаментсем, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв хатĕрлемелле, чÿречесене карăсемпе хупламалла.

Эвакуаци çинчен хыпар илтсен лăпкăлăха çухатмасăр кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе урама тухмалла. Ушкăна пуçтарăнма, сирпĕнекен япаласен çывăхĕнче тăма юраманнине асра тытăр, çăлакан службăсен машинисене иртме пулăшса çула ирĕклетĕр, террористсен çулне пÿлме май паракан кирек мĕнле информацие те полици сотрудникĕсене пĕлтерме тăрăшăр.

Н.БАЙДУГАНОВ,
уголовлă шырав пайĕн оперуполномоченнăйĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code