Çак кунсенче Геннадий Дмитриев тăван ялта хăнара. Нумаях пулмасть Италире правилăсăр кĕрешес енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен таврăнчĕ вăл.
Геннадий Николаевич Лаш Таяпана пушă алăпа мар, ветерансен хушшинче çĕнсе илнĕ ылтăн медальпе тата тĕнче чемпионĕн пиçиххийĕпе таврăнчĕ. Италире вăл пьедестал çинче Лаш Таяпа ялавне вĕлкĕштернипе чăннипех мухтанатпăр эпир. Чăн-чăн патриот, тăван яла, Раççее çÿле çĕклекен спортсмен.
Тăван ялта çĕнтерÿçĕ кĕрешÿçĕне çăкăр-тăварпа кĕтсе илтĕмĕр. «Акар» питомникра унпа тус-юлташĕсем, тăванĕсем, болельщиксем тĕл пултăмăр. Юлташăмăр тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче пысăк кăтартусемпе палăрать. Эпир унăн ÿсĕмĕсемпе паллашсах тăратпăр.
– Геннадин çитĕнĕвĕсем ÿссе пыракан ăрушăн, уйрăмах халь кăна спортпа туслашма пуçлакан çамрăксемшăн, ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, – тет спорт ветеранĕ, ял старости В.Яковлев.
Хальхи вăхăтра ентеш Мускав хулинче пурăнать. Бизнесмен. Çуралса ÿснĕ кĕтесе манмасть вăл. Час-часах тăван шкула, культура çуртне, библиотекăна пулăшу аллине тăсать, ăмăртусем йĕркелесе ирттернĕ çĕрте спонсорла пулăшу парать. Ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне çĕнетме мехел çитерни мĕне тăрать тата!
– Тăван ялта мана пурте çывăх. Лăпкă та канлĕ туятăп хама. Тăван çĕр-аннемĕртен вăй-хăват илетĕп, тавралăх илемĕпе киленетĕп. Мунча кĕме юрататăп, курăк чейĕ ĕçетĕп, – тет Г.Дмитриев.
Тĕнчипе паллă спортсмен ĕçсĕр ларма пултарайманнине палăртать.
– Ÿсĕмсене мĕнле тумалла-ха? – тесе ыйтсан унăн хуравĕ кĕске:
– Яланах лайăххи çинчен шутлăр, ырă шухăшпа ĕмĕтленĕр, тăтăшах ырă ĕçсем тăвăр, – тет виçĕ хутчен тĕнче чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ хисеплĕ тусăмăр.
Л.КНЯЗЕВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Г. Дмитриев.