Хаклă хĕрарăмсем!
Сире пĕтĕм чунтан Анне кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çак чаплă уяв – пирĕн хаклăран та хаклă аннемĕрсене – хамăра пурнăç парнеленĕ чи çывăх çыннăмăрсене чун-чĕререн юратнине тата хисепленине ăшă та çепĕç сăмахсем каласа палăртма май туса паракан тепĕр лайăх мел.
Мĕн авалтанпах анне сăнарĕ юратупа тимлĕх тата ачашлăх палли шутланать.
Анне – кашниншĕнех пурнăçра чи çывăх çын. Ача амăшĕ пуласси – хĕрарăмăн çутăран та çутă ĕмĕчĕ-тĕллевĕ тата унпа пĕрлех çакă питĕ пысăк яваплăх та.
Эсир пепкесене пурнăç пиллетĕр, вĕсене хăвăрăн ачашлăхăра савса парнелетĕр, кил ăшшипе унăн хăтлăхне типтерлĕн упратăр, ăс-хакăл пуянлăхĕпе ырăлăх идеалĕсене тĕрĕс-тĕкел сыхласа упрас ĕçе пысăк тÿпе хыватăр. Чăваш Енпе Раççей малашлăхĕ – сирĕнте, мĕншĕн тесен шăпах эсир вĕт çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсене, чăн-чăн патриочĕсене пăхса çитĕнтеретĕр.
Патшалăх политики амăшлăхпа ачалăх институтне пулăшса пыма тĕллев лартать. Хĕрарăмсем валли мĕн пур ĕç-хĕл сферинчех хăйсен пултарулăхне туллин уçса памалли майсем туса парас, ачасен хальхи телейлĕ пурнăçне тата ырă малашлăхне тивĕçтерес тесе эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр. Социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ тĕсĕпе тивĕçтересси йĕркеллĕн пурнăçланать, шкулсемпе ача сачĕсем çĕкленеççĕ, медицина учрежденийĕсем çĕнелсе улшăнаççĕ.
Хаклă аннемĕрсем! Сире амăшĕн ырми-канми те канăçсăр ĕçĕшĕн, чăтăмлăхăрпа иксĕлми вăй-халăршăн тата çирĕп ăсăршăн пысăкран та пысăк тав!
Сирĕн килĕрте яланах телей хуçалантăр, ачăрсем сывлăхлă пулччăр, сире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр тата шанăçăра тÿрре кăларччăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев
Дорогие женщины!
От всего сердца поздравляю вас с Днем матери!
Этот замечательный праздник – еще одна возможность высказать самые искренние слова любви и уважения тем, кто подарил нам жизнь, – нашим дорогим мамам.
На протяжении веков образ матери является символом любви, чуткости и нежности.
Мама – самый родной человек в жизни каждого из нас. Материнство – высокое предназначение женщины и огромная ответственность.
Вы рожаете детей, щедро одаряете их материнской нежностью, оберегаете домашнее тепло и уют, вносите огромный вклад в сохранение духовных ценностей и идеалов добра. В ваших руках – будущее Чувашии и России, ведь именно вы воспитываете достойных граждан страны, настоящих патриотов.
Государственная политика направлена на поддержку института материнства и детства. Мы стараемся сделать всё, чтобы создать условия для полноценной самореализации женщин во всех сферах деятельности, обеспечить детям счастливое настоящее и достойное будущее. Оказываются различные виды социальной помощи, строятся школы и детские сады, обновляются медицинские учреждения.
Дорогие мамы! Огромное вам спасибо за самоотверженный материнский труд, терпение, силу и мудрость.
Пусть в ваших домах всегда царит счастье, а дети растут здоровыми, радуют вас своими успехами, оправдывают ваши лучшие надежды.
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев