Вторник, 21 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 214)

Чи хастаррисем – ватăсем

Çĕнĕ Пăвари почта çыхăну уйрăмне 2012 çултанпа Надежда Краснова ертсе пырать. Çынпа яланах çепĕç калаçакан ĕçчен хăйне шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Çăмăл мар кунта ĕçлеме. Почта çурчĕ кивĕ, ăна вутăпа хутса ăшăтмалла. Надежда Александровна нăйкăшса ларакан хĕрарăм мар, клиентсене вăхăтра йышăнма та, каланкка хутма та ĕлкĕрет. Уйрăмри почтальонкăсем хастаррипе савăнать

Подробнее

Скульпторсем

1970 çулсенче, ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ вăхăтра тăван халăхăн историйĕпе кун-çулне тата паттăрлăхне тĕплĕнрех çутатас тĕллевпе тавралăх музейне тăвас ыйтупа куллен тенĕ пекех тимлĕн ĕçлеме пуçларăм. Ăна 1972 çул вĕçнерех районти культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи пĕр хăтлă пÿлĕмре тата коридорта, Совет Союзне туса хунăранпа 50 çул çитнĕ тĕле, иртнĕ

Подробнее

Хăйсен чун-чĕрине пепкесене парнелеççĕ

Ача сачĕн воспитателĕ. Çăмăл професси тееймĕн ăна. Ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен вăхăтлăха уйрăлса килнĕ ачасене кунĕпе тĕрлĕ енлĕ вĕрентмелле, воспитани памалла... Ку тĕлĕшпе Василий Сухомлинскийĕн сăмах çаврăнăшĕ аса килет: «...ачасен лайăх воспитателĕ пулас тесен вĕсене хăвăн чĕрÿне парнелемелле». Педагог профессийĕ чунра пурăннăран районти чылай воспитатель çак сăмахсене пурнăç девизĕ тесе шутлать. Тепĕр чухне

Подробнее

Ĕç паттăрĕсем манăçмĕç

Октябрĕн 28-мĕшĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнмалли кун пулĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çакна çирĕплетекен Указа алă пуснă. Аса илтеретпĕр, архивсенчи документсем тăрăх, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума Чăваш Енрен 200 пин ытла çын хутшăннă.

Подробнее

Вĕренекенсем харсăр

Культура ĕçченĕсем педагогсемпе пĕрле ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе тÿреммĕн хутшăнаççĕ. Библиотека ĕçченĕ пулнă май хăмăрăн ĕç-хĕле кĕскен çутатса парас килет. Эпир – вулавăш, шкул, культура ĕçченĕсем – пĕр чăмăра пухăнса час-час çулталăкри уявсене, паллă кунсене халалласа тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсемпе мероприятисем ирттеретпĕр. Тĕл пулусен вăхăтĕнче тăван тăрăхран тухнă пултаруллă çынсем,

Подробнее

Пирĕн ентеш – генерал-майор

Раççейри Çĕршыв паттăрĕсен кунĕ умĕн Елчĕк тăрăхне ырă хыпар килсе çитрĕ – Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2021 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнчи 694 номерлĕ «О присвоении воинских званий высших офицеров, специальных званий высшего начальствующего состава и высших специальных званий» Указĕпе килĕшÿллĕн, Елчĕкре çуралса ÿснĕ Роберт Петрович Баранова генерал-майор звани панă. 1975 çулта çуралнă Роберт

Подробнее

Пĕр шухăшлă çеç пулсан хăтăлма пулĕ вирусран

Районта коронавирус алхасма пуçланăранпа 834 çын чирлесе сывалнă. 60 çын вилнĕ, çав шутран кăçал – 46. Ноябрь уйăхĕнче кăна 124 çын вирус çаклатнă. Вĕсенчен пурте тенĕ пек, умĕнхи кăтартусенче те, вакцинаци тутарассинчен пăрăнса юлнă. Çак хурлăхлă статистика та паян районта пурăнакансен пысăк пайне шухăшлаттармасть-ши? Вирусăн çĕнелсе пыракан штамĕсем хура списока малалла

Подробнее

«Омикрон» хăратать

Раççейре ПЦР-тестăн обществăлла вырăнсемпе мероприятисене кĕмелли срокне 72 сехетрен 48 сехете чакарнă. Çакăн сăлтавĕ – ковидăн çĕнĕ «омикрон» штамĕн уйрăмлăхĕсем. Коронавирусăн çĕнĕ варианчĕ питĕ хăвăрт ерет тата организма тÿрех тенĕ пек кĕрсе вырнаçать иккен. Пирĕн çĕршывра хальлĕхе «омикрона» тупса палăртман. Анчах та, Роспотребнадзор ертÿçин Анна Попован шучĕпе, вăл пысăк хăрушлăх çуратать.

Подробнее

Раштав улшăнусем илсе килчĕ

Раштавра вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе кĕскен паллашар-и? Малашне банксен кредит килĕшĕвĕсенче заемщик хăйне хушма пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессипе килĕшнине кăтартакан, пичетлесе палăртакан паллăсем лартма юрамасть. Вĕсемпе килĕшнине заемщикăн хăйĕн аллипе çырса паллă тумалла. Саккуна кĕртнĕ тивĕçлĕ улшăну раштавăн 30-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çапла вара банксен клиенчĕсемшĕн çав хушма пулăшу ĕçĕсем тĕлĕшпе 14 кунлăх

Подробнее

Санитари вертолечĕпе

усă курса Чăваш Енре кăçал 104 пациента эвакуациленĕ. Çăлав техники ытларах Улатăр, çавăн пекех Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тăрăхĕсене вĕçнĕ. Чирлисене пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе Шупашкарти, Чулхулари, Мускаври, Хусанти тата Пензăри больницăсене леçнĕ. Эвакуацие медицина модульлĕ «Ансат» вертолетпа йĕркелеççĕ. Унпа тĕрлĕ ÿсĕмри пациента тÿлевсĕрех кирлĕ больницăна илсе

Подробнее