Пятница, 10 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 213)

Пĕр шухăшлă çеç пулсан хăтăлма пулĕ вирусран

Районта коронавирус алхасма пуçланăранпа 834 çын чирлесе сывалнă. 60 çын вилнĕ, çав шутран кăçал – 46. Ноябрь уйăхĕнче кăна 124 çын вирус çаклатнă. Вĕсенчен пурте тенĕ пек, умĕнхи кăтартусенче те, вакцинаци тутарассинчен пăрăнса юлнă. Çак хурлăхлă статистика та паян районта пурăнакансен пысăк пайне шухăшлаттармасть-ши? Вирусăн çĕнелсе пыракан штамĕсем хура списока малалла

Подробнее

«Омикрон» хăратать

Раççейре ПЦР-тестăн обществăлла вырăнсемпе мероприятисене кĕмелли срокне 72 сехетрен 48 сехете чакарнă. Çакăн сăлтавĕ – ковидăн çĕнĕ «омикрон» штамĕн уйрăмлăхĕсем. Коронавирусăн çĕнĕ варианчĕ питĕ хăвăрт ерет тата организма тÿрех тенĕ пек кĕрсе вырнаçать иккен. Пирĕн çĕршывра хальлĕхе «омикрона» тупса палăртман. Анчах та, Роспотребнадзор ертÿçин Анна Попован шучĕпе, вăл пысăк хăрушлăх çуратать.

Подробнее

Раштав улшăнусем илсе килчĕ

Раштавра вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе кĕскен паллашар-и? Малашне банксен кредит килĕшĕвĕсенче заемщик хăйне хушма пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессипе килĕшнине кăтартакан, пичетлесе палăртакан паллăсем лартма юрамасть. Вĕсемпе килĕшнине заемщикăн хăйĕн аллипе çырса паллă тумалла. Саккуна кĕртнĕ тивĕçлĕ улшăну раштавăн 30-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çапла вара банксен клиенчĕсемшĕн çав хушма пулăшу ĕçĕсем тĕлĕшпе 14 кунлăх

Подробнее

Санитари вертолечĕпе

усă курса Чăваш Енре кăçал 104 пациента эвакуациленĕ. Çăлав техники ытларах Улатăр, çавăн пекех Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тăрăхĕсене вĕçнĕ. Чирлисене пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе Шупашкарти, Чулхулари, Мускаври, Хусанти тата Пензăри больницăсене леçнĕ. Эвакуацие медицина модульлĕ «Ансат» вертолетпа йĕркелеççĕ. Унпа тĕрлĕ ÿсĕмри пациента тÿлевсĕрех кирлĕ больницăна илсе

Подробнее

Регион ятне çĕклĕ

Чăваш Енре ял туризмĕ вăй илсех пырать. Çак ыйтăва республика ертÿçисем те час-часах хускатаççĕ, ăна лайăхрах аталантармалли çул-йĕр шыраççĕ. Чăваш Енре ял туризмне аталантарни ялта пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерме, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, экономикăна çирĕплетме пулăшать. Çулсерен шалти тата тулашри туризм ÿссех пырать. Çынсене республикăри сывлăх сыхлавĕпе, культурăпа, сунарпа, пулă тытассипе тата

Подробнее

Чыс та мухтав паттăр-амăшне

Самана улшăнсах пырать. Ку вăл пурнăçăн саккунĕ. Çур ĕмĕр каярах ялти çемьесенче 5-9 е 10 ача пулни никама та тĕлĕнтермен. Хальхи вăхăтра мăшăрсем нумай ача çуратасшăн мар. Виççĕллисене йышлă ачаллă çемьесен шутне кĕртеççĕ. 62 çул каялла çемье чăмăртаса 10 ачана пурнăç парнеленĕ амăшĕпе паллаштарас тетĕп сире, хаклă вулаканăм. Аслă Пăла Тимеш

Подробнее

Пусă çаврăнăшне кĕртме тиветех!

Кăçалхи 10 уйăхра республикăра 342,8 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме мехел çитернĕ. Сăмах Россельхознадзор предписанийĕсене пурнăçланă май агротехника мероприятийĕсем ирттернĕ лаптăксем пирки. 342,8 гектар! Калама кăна çăмăл. Мĕн тери вăй-хал, укçа-тенкĕ кирлĕ йывăç-тĕм пусса илнĕ çĕрсен пулăхлăхне тавăрма. Çавăнпах ĕнтĕ çĕре каялла тавăрма заявлени çыраççĕ те нумайăшĕ. Кăçал кăна 168,72 гектар

Подробнее

Çĕнĕ больница пулĕ

Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пĕрлехи ларăвĕнче наци проекчĕсем епле пурнăçланса пынине пăхса тухнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕсен тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Вĕсенчен пĕри – республикăра медицина туризмне аталантарасси. Кăçалхи вунă уйăхра медицина пулăшăвĕсен экспорчĕ 6,7 миллион тенкĕлĕх ÿснĕ. Çакă ют çĕршывсенчен килнĕ 7

Подробнее

Икĕ шкула – çĕнĕ автобус

Иртнĕ эрнере Шупашкарта районсемпе хуласенчи вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ 37 автобус уççине панă. Телейлисен йышĕнче пирĕн районти Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулсем те пур. Палăртса хăварар: хальхи вăхăтра районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене 713 ачана куллен автобуспа турттараççĕ. Вĕренÿ çулĕнче çирĕплетнĕ графикпа районта 13 автобус 55 тĕрлĕ маршрутпа

Подробнее

Çÿхе пăр хăрушă

Кĕрхи-çурхи, хĕллехи тапхăрта пăр çинче асăрхануллă пулмалли ыйту малти вырăна тухать. Юхан шывсем çинче пулă тытма кăмăллакансене уйрăмах пырса тивет ку. Юлашки 3 хĕл республикăри шывсем çинче 12 синкерлĕ пулăм шута илнĕ. Инкексен вăхăтĕнче 4 çынна анчах çăлма май килнĕ, 8-шĕ шыв айне кайса вилнĕ. Сăлтавĕ – çынсем хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасăр

Подробнее