Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 845)

Юратнă ĕçре

Вероника Немцева Елчĕкри 1-мĕш номерлĕ почта çыхăну уйрăмĕнче операторта тăрăшать. Шаннă ĕçе чун-чĕререн юратса, яваплăха туйса пурнăçлать вăл, клиентсемпе ăшшăн та тараватлăн калаçать, ырă чĕлхеллĕ пулнипе палăрса тăрать. Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухсанах тăван тăрăха таврăннă хĕр, асăннă почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшма пуçланă. Кĕске вăхăтрах пултарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕ вăл. Иртнĕ

Подробнее

Çÿп-çап айне пулмăпăр…

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче хытă каяшсене пухассипе ĕç йĕркеленсе пырать. Районта чи малтан Таяпа Энтри ялĕнче хытă каяшсене вăхăтлăха вырнаçтармалли контейнер /сăн ÿкерчĕкре/ вырнаçтарчĕç. Çав вăхăтрах ăна илемлĕ те ăсталама пултарнă, алăк та пур. Çÿп-çап миххисене унтан автомашинăпа турттарса тухма меллĕ пултăр тесен кашни çыннăн вĕсене тирпейлĕн вырнаçтарса лартмалла. Хăшĕ-пĕри ăна

Подробнее

Савăнăç парнелерĕç

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи «Санти» лавкка тавралăха юртан тунă тĕрлĕ кĕлеткепе тата чăрăш хитрелĕхĕпе капăрлатать, халăха хăй патне аякранах йыхăрать. Ăна тытса тăракан Александровсен çемйи ял халăхне декабрĕн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илме пуçтарчĕ. Илемлĕ кĕвĕ-çемĕ, тĕрлĕ тĕспе çунакан гирляндăсем хăйне евĕр асамлăх кĕртрĕç. Халăха çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав

Подробнее

«Хĕрÿ лини»

«Чăваш Республикин гигиена тата эпидемиологи центрĕ» ФБУЗăн консультаци центрĕн тата пункчĕн специалисчĕсем январĕн 9-15-мĕшĕсенче çăмăл таксисен тата каршеринг пулăшăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе граждансемпе «Хĕрÿ лини» йĕркелеççĕ. Асăннă темăпа çыхăннă ыйтусем пулсан граждансем 56-46-66, 56-29-01 номерсемпе шăнкăравлама е Шупашкарта Федор Гладков урамĕнче вырнаçнă 17-мĕш çуртри 2-мĕш хутри 201, 202 пÿлĕмсенчи /8-11, 13-16 сехетсенче/

Подробнее

Парнесемпе сăйланă

Учетра тăракан ăнăçсăр тата тулли мар çемьесем яланах тимлĕхре. Кану кунĕсенче районти полици пайĕн, райадминистраци çумĕнчи ачасене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин членĕсем, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр тата пушар хурал ĕçченĕсем пĕрлехи рейдсем йĕркеленĕ. Вĕсем маларах асăннă çемьесенче пулса пурнăç условийĕсемпе паллашнă, ачасене Хĕл Мучипе Юр Пикен

Подробнее

«Хĕл илемĕ тыткăнлать»

Хĕллехи илем хăйне евĕрлĕхпе тата асамлăхпа тыткăнлать. Çыравçăсемпе поэтсем хăйсен хайлавĕсенче çут çанталăкăн çак пулăмне ахальтен мар пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Курнавăш ялĕнчи библиотекăра «Вырăс хĕлĕ – поэзире» ятпа литература сехечĕ иртнĕ, кунтах «Хĕл илемĕ тыткăнлать» курав йĕркеленĕ. Раиса Горшкова библиотекарь вулакансене паллă поэтсен сăввисемпе паллаштарнă. Библиотекăна çÿрекенсем те хăйсен кăмăлне каякан сăвăсене

Подробнее

Паттăрсене сума суса

Ырă тăвакансен çулталăкĕ хыçа юлчĕ пулсан та, сăваплă ĕçпе палăракансен йышĕ хушăнсах пырасса шанса тăратпăр. Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсенчен йĕркеленнĕ «Ырă чĕресем» отряд Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне каникул вăхăтĕнче те юртан тасатса, ун таврашне тирпейлесех тăчĕ. – Вăрçăра пуçĕсене хунисене халалланă палăк умне тăванĕсем кирек

Подробнее

Иисус Христос çурални

Çак кун Христос чиркĕвĕ: «Эсĕ Херувимсенчен те аслă, Серафимсенчен те мухтавлă», тесе Турă Амăшне асăнать. Турă Амăшĕ вара пĕтĕм çветтуй ангелсенчен те аслă. Мĕншĕн тесен вăл пире çăлакан Христос Турра çуратнă, хăй таса пурăннăшăн Турра ăшне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун çине çветтуй сывлăш аннă та вăл ывăл ача çуратнă. Çапла

Подробнее

«Кашни çыннах сывлăхлă курас килет»

Елчĕк районĕн çамрăкĕсем вĕренÿре, спортра тата ытти сферăра палăрса çитĕнÿсем тăваççĕ, пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Армрестлинг спортне кăмăллакан – Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Татьяна Журавлева республикăра анчах мар, ун тулашĕнче те çитĕнÿсемпе палăрма ĕлкĕрчĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вăл спортăн çак тĕсĕпе Волгоград хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи турнирта 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. –

Подробнее

Олимпиадăсен çĕнтерÿçисем

Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин муниципалитет тапхăрĕ вĕçленчĕ. Шкул ачисем хăйсен пĕлĕвне 20 предметпа тĕрĕслерĕç. Олимпиадăна хутшăннă 944 вĕренекенрен 47-шĕ çĕнтерÿçĕ, 59-шĕ призер йышне кĕме пултарчĕ. Рейтинг урлă каçнисем тавра курăмĕ пысăккине уççăн кăтартрĕç. Кăçалхи тупăшура уйрăмах Тамара Павлова /Елчĕк шкулĕ, 9 кл./ палăрчĕ. Вăл 6 предмета лайăх пĕлнине çирĕплетрĕ. Маттур хĕр

Подробнее