«Тантăш», ĕмĕрÿ вăрăм пултăр
Çамрăк калемçĕсене хавхалантарни, пултаруллисене тупса палăртни, тĕрĕс çул-йĕр çине тăма пулăшни çав тери аван. Сăмахăм «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн пуçарăвĕпе ирттернĕ çамрăк корреспондентсен 2-мĕш слечĕ пирки. Ăна кăçал «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă. «Хыпар» издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсене пĕрле пухас йăли вăй илсе пырать.
Подробнее