Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 41)

Аваллăха упраса

Район çыннисем тăрăшуллă та харсăр ĕçпе кăна мар, чун-чĕре пуянлăхĕ иксĕлми пулнипе те палăраççĕ. Акă, Кавалти Николай Михайлович Казаковпа Аслă Шăхальти Владимир Мефодьевич Волков аваллăха упраса хăварас тесе килте музей йĕркелеме ăсталăх çитернĕ. Казаковсен управĕ пирки эпир хамăр хаçатра иртнĕ çулсенчех çырнăччĕ. Волковсен музейĕпе кăсăкланса паллашрăмăр. Владимир Мефодьевича чылай çул

Подробнее

Елчĕк ачисем — Мускавра

Декабрĕн 14-15-мĕшĕсенче Мускав хулинче Пĕтĕм Раççейри ораторсен конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Ăна Якути Республики Раççей патшалăхне кĕни 385 çул тата Якут халăхĕн поэчĕ Семен Данилов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Мероприятие икĕ чĕлхепе вĕренекен шкулсенчи ачасем вырăс чĕлхине пахалăхлă усă курас, аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса Саха (Якути), Пушкăрт, Тутар, Тыва тата

Подробнее

Аваллăхсăр малашлăх çук

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне йĕркеленĕренпе 45 çул çитрĕ. Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Петр Сидоров Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ чухне район центрĕнче музей йĕркелесе янă. Малтанхи музей районти культура çуртĕнче иккĕмĕш хутри пушă пỹлĕмсенче вырнаçнă. 1992 çулта ăна ятарлă çурта куçарнă. Экспозицисем хатĕрлессинче Елчĕксене Чăваш Республикинчи краеведени музейĕн ĕçченĕсем нумай

Подробнее

Концерта йыхравлатпăр

Çĕнĕ çул çывхарса килет. Çак илемлĕ уява ырă та ăшă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме кашни çын ĕмĕтленет. Халăха хавас кăмăл парнелес тĕллевпе районти культура çуртĕнче тĕрлĕрен мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри _ ыран, декабрĕн 21-мĕшĕнче, "Янра юрă" ятлă пысăк концерт. Çакăн пек концертсене юлашки вăхăтра куракансем пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. 2015 çулхи

Подробнее

Юрлакан çын илемлĕ

Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи "Илем" ушкăна çỹрекенсем ял çыннисене кăна мар, районти куракансене те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. Альбина Емельянова ертсе пыракан ушкăн районти смотр-конкурссенче, фестивальсенче, Акатуйра илемлĕ юрă-ташăпа тыткăна илет. "Илеме" çỹрекенсен йышĕнче ялти тĕрлĕ професси çыннисем. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура пулсан та кăмăлтанах сцена çине тухаççĕ. Чăваш тумне тăхăннăскерсем

Подробнее

Юрлас ăсталăхне ỹстерет

Елчĕкри искусство шкулĕнче ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ỹстерме мĕнпур майсем çителĕклĕ. Аслă Елчĕк шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Маша Адюкова уроксем хыççăн кунта вокал уйрăмĕнче юрлас ăсталăхне ỹстерет. Ольга Архипова преподаватель вĕрентнипе сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тума пуçăннă та. Шупашкарта Пĕтĕм Чăваш акатуйĕнче, Елчĕк ялĕн уявĕнче вăл "Эпĕ телейлĕ" юрăпа тыткăнларĕ.

Подробнее

Çирĕп çемьере телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ

Иртнĕ эрнекун Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Конкурсăн малтанхи тапхăрĕ районсенче иртнĕ, "Çулталăкри чи лайăх çемье" номинацире 28 çемье çĕнтернĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем хутшăннă. - Çирĕп çемье кашни çыншăнах пурнăçра чи пысăк

Подробнее

Спектакльсен фестивалĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче юлашки вăхăтра лартнă спектакльсен фестивалĕ иртнĕ. Мероприятие театра йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Вăл театрăн пĕрремĕш ĕçĕпе - Александр Островский пьеси тăрăх лартнă "Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн" спектакльпе уçăлнă. Ун умĕн сцена çинче театрăн илемлĕх ертỹçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев,

Подробнее

Виктория Романова — дипломант

Санкт-Петербург хулинче "ARTIS" премин номинанчĕсене итленĕ. Çак премие тĕнче шайĕнче искусствăн тĕрлĕ тĕсĕсенче пысăк ỹсĕмсем тăвакан ачасене тата вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшакан преподавательсене параççĕ. Çĕнтерỹçĕсем Пĕтĕм Раççейри е халăхсем хушшинчи "Эпĕ пултаратăп" фестиваль-конкурс проектăн лауреачĕсем пулса тăраççĕ. Лауреатсен йышне Елчĕкри искусство шкулĕнче Ольга Архипова преподаватель патĕнче ăсталăха туптакан 9 çулхи Виктория

Подробнее

Пултарулăх конкурсĕ

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсен пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Унта пурнăçа юратакан, тĕрлĕ енлĕ ăсталăхпа палăракан ăшă чунлă çынсем хутшăннă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Елена Сафронова, Элекçей Тимешри Даниил Еремеев хăйсен ал ĕçĕсене курава тăратнă. Яманчỹрелĕнчи Надежда Сергеева чăваш халăх юррисене юрлама ăста. Патреккелĕнчи Максим Никитин Типшĕм Сашук пултарулăхĕпе

Подробнее