Пĕр-пĕрин ĕçри ăсталăхĕпе паллашрăмăр
Раççейри - Педагог тата наставник, Чăваш Енри - Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕллевсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çитменнине, çак ĕçсене йĕркелесе пырасси тỹррĕнех вĕрентекенсем çине пырса тивнине лайăх ăнланатпăр. Çакна асра тытса иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче пулса иртнĕ биологипе хими, географипе экологи предмечĕсене вĕрентекенсен педагогика ăсталăхĕн фестивальне ирттертĕмĕр.
Подробнее