Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 236)

Призывниксемпе тĕл пулчĕç

Çĕршывра çурхи призыв тапхăрĕ пырать. Апрелĕн 19-мĕшĕнче район центрĕнчи культурăпа кану центрĕнче призыв комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Кăçалхи çурхи призыв кампанийĕ яланхиллех апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланчĕ, вăл июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Ку призывра Елчĕк районĕнчен 30 ытла çамрăк салтак атти тăхăнĕ.

Подробнее

Тĕллев – çынсене пулăшасси

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр 30 çул ĕçсĕр тăрса юлнă тата патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ çынсене пулăшас тĕллеве пурнăçлать. 1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче ĕçсĕрлĕх центрĕ пысăк квалификациллĕ специалистсем пуçтарнинчен пуçăннă. Çак тапхăрта тухăçлă вăй хуракан, ĕç рынокĕнчи ыйтусене тивĕçлĕ те пĕлсе, оперативлă йĕркелесе пыракан тытăм йĕркеленнĕ. Центрăн пĕрремĕш ертÿçи Николай Петров ?1991-1993 ç/

Подробнее

Халăха – тĕллевлĕ пулăшу

Елчĕк районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова пулчĕ. Вăл чи малтанах райадминистрацин пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа курса калаçрĕ. Ун хыççăн министр районти социаллă ĕçченсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта район пуçлăхĕ Алина Васильева, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Пуçтарăннисен умĕнче Елчĕк район халăхне ĕçпе

Подробнее

«Елчĕк ен» старта йыхравларĕ

Апрелĕн 14-мĕшĕнче районта çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ. Çак кун «Елчĕк ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 42-мĕш кросĕ тата Чăваш Ен прессин спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ – СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуран чупакансен 83-мĕш ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «Елчĕк

Подробнее

Черетлĕ парне

Библиотекăсене кĕнеке парнелесси тахçанхи ырă йăла. Вулаканшăн кашни çĕнĕ кĕнеке пысăк савăнăç. Библиотекарьсене чăвашла кĕнекесем уйрăмах савăнтараççĕ. Черетлĕ парне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен Петр Красновран пулчĕ. Вăл районти тĕп библиотекăна 60 кĕнеке парнелерĕ. Çакна вăл чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай 60 çул тултарнипе çыхăнтарчĕ. Палăртса хăвармалла: апрелĕн 17-мĕшĕнче Валерий Туркай хăйĕн

Подробнее

Ват çын – тăват çын

89 çулхи ĕç ветеранĕпе, Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Леонид Леонтьевпа Елчĕкри тĕп больниицăра пĕр палатăра выртса сипленнĕ вăхăтра паллашрăмăр. Çирĕп ăс-тăнлă, кăмăллă арçын çав самантран тытăнсах маншăн тахçан пĕлнĕ çын пекех çывăх та хаклă пулса тăчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, эпир унпа иксĕмĕр туссем пулса тăтăмăр. Вăл – ватă, эпĕ вара çулпа унран

Подробнее

Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк

КĔСКЕ СПРАВКА Кĕçĕн Таяпари Борис Головин (сăн ÿкерчĕкре) хресчен  (фермер) хуçалăхне 2007 çулта йĕркелесе янă. Пуçламăшĕ, паллах, çăмăл пулман. Малтанласа харпăрлăхра шутланса тăнă 12 гектар çĕр лаптăкĕпе çырлахма тивнĕ. Каярахпа, ун чухнехи Чкалов ячĕпе хисепленекен, «Таябинка» тата «Звезда» ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçленĕ Кĕçĕн Таяпа, Каркалар, Кĕçĕн Патреккел ял çыннисем пĕрин

Подробнее

Вăрăм ĕмĕрлисене – тивĕçлĕ награда

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый 100 çула çывхаракан, 100 çултан иртнĕ сумлă ветерансемпе тĕл пулнă. Сăлтавĕ те чыслă: кашнине «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» юбилей медальне парса чысланă. Районта хальхи вăхăтра вăрăм ĕмĕрлĕ 5 çын пурăнать. Вĕсенчен чи асли – мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Победа» колхозра ĕçленĕ, пилĕк ача çитĕнтернĕ,

Подробнее

Хĕрарăм темле йывăрлăха та чăтать

Курнавăш ялĕнчи 84 çулхи Елизавета Иванова ырăлăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă сумлă хĕрарăм. Паян та политикăпа интересленет, хаçат-журнал нумай вулать. Ÿркенменскер вăй çитнĕ таран кил хушшинче кăштăртатать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра вăй хунă Елизавета Васильевна. Элпуç хĕрĕ 1962 çулта Курнавăшри Гаврил Иванова качча тухнă. Гаврил Тимофеевич колхоз производствинче ырми-канми тăрăшнă. Мăшăрĕпе ултă

Подробнее

Валерий Смирнов – фермер шкулĕн вĕренекенĕ

Кăçал республикăра «Фермер шкулĕ» уçăлнă. Ятарлă курсра тÿлевсĕр вĕренме малтанласа 22 çынна суйласа илнĕ. Çак йышра Чăваш Тăрăм ялĕнчи Валерий Смирнов хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи те пур. Сăмах май, пилотлă проекта çĕршыври 15 регионра пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна АПКна кадрсемпе тивĕçтерессипе тунă курăмлă утăм тесе хакламалăх пур. Мĕншĕн тесен «Фермер шкулĕ» –

Подробнее