Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 237)

Ялсенче культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче Культура ĕçченĕн кунне анлăн паллă тунă. Професси уявĕпе культура ĕçченĕсене çĕнĕ культура çуртĕнче чысланă. Ăна питĕ кĕске вăхăтра – çур çулта – туса пĕтернĕ. 2019 çулхи раштав уйăхĕнче хута янă. Ял çыннисене тата культура ĕçченĕсене саламлама ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Тăван ен культури»

Подробнее

Çивĕч куçлă, ăслă пуçлă

Мĕн ĕлĕкренех çапла каланă лайăх куракан тата таврари лару-тăрăва тĕрĕс хаклакан çынна. Шăпах çав каларăша час-часах аса илет Елчĕкри тĕп сыватмăшри куç тухтăрĕ Алевтина Альбертовна Ястребова. Вăл Вăрнар районĕнче йышлă çемьере ÿснĕ. Апппăшĕсем пĕрин хыççăн тепри учитель пулас ĕмĕтпе хулана кайнăран, аллине аттестат илсен, килтисене хăй педагогика институтĕнче вĕренес кăмăллă пулнине

Подробнее

Пĕтĕм ĕçе – вăхăтра

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç. Çуркуннен вăйне пĕлме çук Чăннипех çапла. Унран темĕн те кĕтме пулать. Кăçал – уйрăмах. Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службин учрежденийĕн начальникĕ Николай Глухов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш

Подробнее

Черетлĕ лару иртнĕ

Елчĕк районĕн Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче, ăна район пуçлăхĕ Алина Васильева ертсе пынă, кун йĕркине кĕртнĕ 13 ыйтăва сÿтсе явнă. Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – «Елчĕк районĕн 2021 çулхи тата малашлăх тапхăрти /2022-2023 çç./ бюджечĕ çинчен» район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина чарăнса тăнă. Елчĕк районĕнчи контрольпе шутлав органĕн 2020

Подробнее

Медальсем «хакланнă»

ЧР Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртесшĕн. Çакна черетлĕ ларура ырланă. Çав шутра – Олимп вăййисене хутшăнса çитĕнÿ тăвакан ентешсене – спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене – хавхалантармалли тÿлевсене пысăклатасси те. Малти виçĕ вырăншăн олимпиецсене халĕччен 1 миллион, 400 пин тата 300 пин тенкĕ тÿленĕ. Çак виçесене 2012 çултанпа ÿстермен, çавна

Подробнее

Çул çĕршывсене çывăхлатĕ

«Европа – Хĕвел анăç Китай» транспорт коридорĕн хуçланчăк йĕрĕ Еврази карттине икке пайлать. Санкт-Петербургран пуçланать те Китайри Ляньюнганра вĕçленет. «Çĕнĕ пурçăн çул» ят панă магистраль куçпа виçме çук дистанци – 8,5 пине яхăн çухрăм! Çак çулăн пĕр пайĕ Чăваш Ен урлă иртмелле. Çĕршывсене çыхăнтаракан пысăк транспорт коридорĕн тытăмне кĕмелли М-12 автомагистралĕн

Подробнее

Район пурнăçĕ

Театр – асамлă тĕнче Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче Театр тата Кулăш кунĕсене халалланă «Театр пуçтахлăхĕ» программа иртнĕ. Унта Елчĕкри «Хастар» халăх театрĕ Ефим Никитинăн «Ан сивĕн, савни, ан сивĕн» пьесин пĕр пайне кăтартнă. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхальсем «Пуçа килсен пуçана», Патреккелсем «Çÿпçипе хупăлчи», Кĕçĕн Таяпасем «Пăрçа пăтти» спектакльсен сыпăкĕсене выляса куракансене савăнтарнă.

Подробнее

Кăçал тăватă стипендиат

Шкул пурнăçĕ кашни çыннăн асĕнче юлакан ырă тапхăр. Паянхи вĕренекенсем те хăйсене анлă пурнăç çулĕ çине кăларакан юратнă учителĕсене асра тытаççех. Уроксенче тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне пултаруллă ачасемпе уйрăмшарăн та нумай ĕçлеççĕ хастар педагогсем. Çакă вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисенче пысăк ÿсĕмсем тунин, тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕнче, сумлă ăмăрту-конкурссенче малти

Подробнее

Ĕçне чунтан парăннă

Районти тĕп больницăри инфекци кабинетне юлашки тапхăрта чирлисем йышлăн килме пуçлани палăрмаллах сисĕнчĕ. Коронавирус инфекцийĕ çакланман-ши тесе шикленнĕрен кăштах ÿсĕрме пуçласанах, температура хăпарсанах тухтăрсем патне каятпăр. Инфекци кабинетĕнчи йышăнура çамрăк тухтăрсем улшăнса кăна тăраççĕ. Кашнийĕшĕ пациентсемпе ăшшăн калаçать, тĕплĕ тĕрĕслет. Лариса Шакова медицина сестри вара врач хушнипе кашни пациентран тĕрлĕ

Подробнее

Автоматлă пĕлтерÿ сервисĕ

2021 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинчи нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ заявительсене Чăваш Республикин шалти ĕçсен Министерствин управленийĕн докуменчĕсем хатĕрри çинчен калакан автоматлă пĕлтерÿ сервисĕ ĕçлесе кайнă. Хальхи вăхăтра НФЦсенче Раççей Федераци гражданинĕн, ют çĕршыва каймалли паспорчĕсене, водитель удостоверенине илме тата вăхăтлă е ялан пурăнакан вырăнта регистрацилесси çинчен заявителĕн телефонĕ

Подробнее