Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 238)

Вăрлăха сутма та, туянма та пĕлмелле

Ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене сутас йĕркене пăхăнманшăн – штраф, ăна туянма пĕлмесен вара пушă карçинкка ĕнтĕ е йăран тулли çум курăк. Пĕлмен вырăнта тата иккĕленÿллĕ вăрлăх туянсан çапла тухăçсăр тăрса юласса е ахаль те тарăхтаракан çум курăксен йышне урăх тĕрли хушăнасса кĕтсе тăр. Вăрлăхсене сутас енĕпе кăçалтан тытăнса – çĕнĕ йĕрке.

Подробнее

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Апрелĕн 4-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Совет çарĕсем Словаки хулине – Братиславăна – нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнă. Апрелĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Василевский маршал ертсе пынипе Совет çарĕсем Хĕвел тухăç Пруссин тĕп хулине – Кенигсберга штурмпа илнĕ. Апрелĕн 10-мĕшĕ. Çак кун Малиновский маршал ертсе пынипе Совет çарĕсем Одессăна фашистсенчен хăтарнă. Апрелĕн 13-мĕшĕ. Çак

Подробнее

Харсăр çемьесем

Анатри Тимеш ялĕнче çуралса кунтах ÿссе çитĕннĕ икĕ çамрăк çемье – Гавриловсемпе Соловьевсем – колхозсем саланнă хыççăн çухалса каймарĕç. Пĕрле канашласа ялта пушă ларакан лаша витине арендăна илсе ĕне выльăх усрама тĕв турĕç. Унтан харсăрсене ял çыннисем хăйсене тивĕçекен çĕр лаптăкĕсене арендăна пачĕç. Тăрăшуллă арçынсем тыр-пул, пахча çимĕç тата ытти

Подробнее

Чăваш Енри АПК продукцине – экспорта

2018-2024 çулсенче Раççейре «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланмалла. РФ Ял хуçалăх министерствинче АПК продукцине экспорта ярассин малашлăхне сÿтсе явнă май иртнĕ çул Раççей АПК продукцине экспорта ăсатнипе 30,7 млрд тенкĕлĕх тупăш илнине палăртнă. Çакă 2019 çулхипе танлаштарсан, 20 процент ытларах. АПК продукцине экспорта ăсатни патшалăх пулăшăвĕпе усă курма,

Подробнее

Троллейбуссем килсе çитнĕ

Чăваш Ене тата 16 троллейбус кÿрсе килнĕ. Вĕсем ыттисенчен автономлă майпа ытларах вăхăт çÿреме пултарнипе уйрăлса тăраççĕ. Информаци табли, сăнав камерисем, меллĕ ларкăчсем – ытти троллейбуссенчи пекех. Урайĕ лутра пулнăран çĕнĕ йышши троллейбуса сусăрсем çăмăллăнах вырнаçса ларма пултараççĕ. ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов палăртнă тăрăх, республикăна пурĕ 68 троллейбус илсе

Подробнее

Саплаштарма тивĕçлĕ

Гражданла кодексăн 500-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, туянаканăн таваршăн сутуçă ваккăн суту-илÿ договорĕнче кăтартнă виçепе тÿлемелле. Урăхла каласан, сутуçă /лавкка/ тавара шăпах ценникра кăтартнă хакпа сутма тивĕçлĕ. Енчен те ценникрипе касса чекĕнчи хак пĕр пек килмест-тĕк, çакă потребителĕн правине пăсни шутланать. Кун пек чухне лавкка администраторĕпе çыхăнмалла: тухса тăнă кăткăслăх пирки

Подробнее

Калаçу çÿп-çап пиркиех

Çÿп-çап турттарса тухнăшăн халĕ 0,130 кубла метршăн /пĕр çын пуçне илсен/ пĕр уйăхра 50 тенкĕ тÿлемелле. Эталон стандарчĕ тăрăх 1 кубла метр 1 тоннăпа, 0,130 кубла метр 130 килогрампа танлашать. Укçа çине куçарса шутласан 100 грамм çÿп-çап хакĕ 4 пуса ларать. Çырсан темĕн чухлĕ те çырма пулать. Малтан 100 грамм çÿп-çапа

Подробнее

Нуша та хуçайман

1941 çулхи кĕр кунĕсем. Таçта аякра вăрçă кĕрлет. Хăрушă вăрçă. Тупă сасси чăваш ялĕсенче илтĕнмест-ха. Вăл çулхине кĕркунне питĕ çумăрлă килнĕ. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнчех юр çумасăр сивĕсем пуçланнă. 40 ытла градус сивĕ тăнă. Çавна пула улмуççисем шăнса пĕтнĕ. Хире юлнă тырă кĕлтисене çапса пĕтермен-ха. Çав вăхăтра ялсене хыпар çитнĕ: Улатăр

Подробнее

Тĕллевĕсем пархатарлă

Кашни ашшĕ-амăшĕ пепки çуралсан ăна çĕршыва юрăхлă çын пулма ÿстерес тесе чун хавалне парать. Ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнма, вĕсем телейлĕ пулнине курма ĕмĕтленет. Вăхăчĕ вара питĕ хăвăрт иртет. Тин çеç утма пуçланă шăпăрлансем часах юн вĕресе тăракан мал ĕмĕтлĕ çамрăк шутне кĕреççĕ. Кивĕ Арланкассинче çуралса ÿснĕ Данилпа Кирилл Вениковсем мĕн ачаран ăс-тăн

Подробнее

«Пысăк тăхтав»

ятпа пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри конкурсăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă. 2020 çулта тупăшăва аслă классенче вĕренекен пĕр миллион ача хутшăннă. Чăваш Енри ачасем те хастар пулнă. Пĕлтĕр финала республикăран çиччĕн лекнĕ, вĕсенчен 3-шĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ, 200 пин тата 1 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Кăçал конкурса 5-7 классенче вĕренекенсем те, вăтам

Подробнее