Среда, 22 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 253)

Хаçат, кĕнеке кирлĕ-и?

Район хаçатĕнчи «Тĕп редактор колонки» рубрикăпа пичетленекен материалсене питĕ интересленсе вулатăп. Акă хальхинче те юратнă хаçата алла илсенех хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Малышкин «Мĕн вăл кăмака?» статйине вуласа тухсан шухăша кайрăм. Питĕ тĕрĕс те кирлĕ ыйтусене хускатать автор. Унăн «Музейсем хÿтлĕх «ыйтаççĕ», «Чун апачĕсĕр мĕнле?» тата ытти статйисем те чăваш халăх

Подробнее

Анлă тавра курăмлă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çамрăксемпе студентсене çулсеренех пултарулăхри ăнтăлусемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантарать. Кăçалхи тăрăшуллă çамрăксем хушшинче Кушкăри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Максим Садовников та пурри чунтанах савăнтарать. Вăл Энтепе ялĕнчи Николайпа Алевтина Садовниковсен çемйинчи пĕрремĕш ывăл. Максим чăннипех те çак чыса тивĕçлĕ. Пĕчĕкрен ларса тăма пĕлменскер пурне те ăса хывать. Унăн

Подробнее

Чи лайăх класс ертÿçи – Е.Корнилова

Çулсеренех иртекен «Чи лайăх класс ертÿçи» районти конкурс хыçа юлнă. Тăватă тапхăрпа иртнĕ тупăшура 12 педагог хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Çĕнĕ Пăвари Мария Алексеевăпа Елчĕкри Владимир Николаев лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Курнавăшри 11-мĕш класа ертсе пыракан Евгения Корнилова чи нумай балл пухса конкурсра çĕнтернĕ. Вăл районти опытлă педагог, ачасене чунтан юратаканскер. Халĕ

Подробнее

Н.Васильева мала тухнă

«Чăваш Енри çулталăкри социаллă педагог» конкурса районтан 10-н хутшăннă. Хăйсен тĕрлĕ енлĕ презентацийĕсемпе, ĕç программисемпе паллаштарса Шăмалакри тĕп шкулти Надежда Васильева социаллă педагог мала тухнă. Елчĕкри Алена Максимовăпа Кушкăри Марина Шавкина – лауреатсем.

Подробнее

Çĕнтерÿçĕ те, призер та

  Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Елчĕкри 10 «к» класра вĕренекен Никита Долгов технологипе /ертÿçи С.Долгов/ çĕнтерÿçĕ, географипе ?В.Тябукова/ призер ятне тивĕçнĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 11 класри Анна Лапшина, Леонид Яшин, Александр Васильев тата 9 класри Денис Жуков /О.Осипов/ вара физкультурăпа призерсен йышне кĕнĕ.

Подробнее

Чĕр нушаран сывă юлтăм…

Хальччен хаçата çырса курманччĕ. КОВИДпа тертленсе куртăм та – чăтаймарăм. Питĕ асăрхаттарас килет ыттисене те. Пирĕн, ялтисен, хамăра уяма нихăçан та вăхăт çук вĕт. Ялан таçта васкатпăр, ăшталанатпăр. Ĕç-пуç ырана юласран хăратпăр-и? Эпĕ те ытлашши «харсăрлантăм» пулĕ çав. Кил таврашĕнче аппалансах ÿслĕк пуçланчĕ, ÿт температури хайхи 38,5-рен те иртрĕ. Вăй-хал çук, апат

Подробнее

Наркотиклă ÿсен-тăран çитĕнтернĕ

Çĕрпÿ районĕн сучĕ вырăнта пурăнакан 32 çулти çамрăка преступлени тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Ăна наркотик хатĕрне саккунсăр майпа туяннăшăн тата упранăшăн айăплаççĕ. Суд палăртнă тăрăх, 2020 çулхи май уйăхĕнче вăл интернет урлă наркотиклă ÿсен-тăран вăррине туянмашкăн саккас тунă. Ăна каярахпа районти пĕр ял çывăхĕнчи вăрттăн пушă лаптăка акнă. Унта темиçе хутчен

Подробнее

Килĕшÿре пурăнсан ĕç кал-кал пырать

Февраль уйăхĕнче районти ял тăрăхĕсенче граждансен пухăвĕсем пулса иртрĕç. Çавна май ертÿçĕсем халăхпа курнăçса пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Районта пултаруллă хастарсем сахал мар. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансен хушшинче ертÿçĕ тилхепине ăнăçлă тытса пыракансем те чылаййăн. «Ертÿçĕ лавне тытса пырасси миçе çултинчен мар, çыннăн ăс-тăнĕпе тавра курăмĕнчен, ĕçлес хавалĕнчен, коллективпа тата

Подробнее

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи сентябрьте иртет

Раççей Федерацийĕн Правительстви Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессине çĕнĕ тапхăра – 2021 çулхи сентябрь уйăхне – куçарма йышăннă. Ку вăхăт тĕлне çĕршывра эпидемиологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру лайăхланасса шанаççĕ. Аса илтеретпĕр, Раççей Правительстви çырава 2021 çулта ирттересси пирки 2020 çулта, коронавирус чирĕ анлă сарăлнă вăхăтра йышăннăччĕ. Хальхи вăхăтра COVID-19 вирус сарăласси чакса пырать,

Подробнее

Ултав тĕслĕхĕсем йышланнă

Иртнĕ çул тата кăçал республикăра, çав шутран пирĕн районта та преступниксем граждансен счечĕсем çинчи укçа-тенке вăрланă тĕслĕхсем нумайланнă. Çавăнпа та халăха ку енĕпе тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Çынсене преступниксен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас, ултавран сыхланма пулăшас тесе юлашки вăхăтра участоксенчи участковăй уполномоченнăйсем те килĕрен çÿреççĕ. Мĕн пĕлмелле халăхăн; Карас телефонĕ çине килекен ют

Подробнее