Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 282)

Сиплев çурчĕсем çĕнелеççĕ

Кăçал Чăваш Енри пуçламăш медицина-санитари пулăшăвне аталантарма федераци тата республика бюджечĕсенчен 32,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе республикăра пилĕк ФАП хута кайнă. Вăл шутран пĕри пирĕн районти Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче. Республикăра сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсас ĕç те хĕрÿ пырать. Ку тĕлĕшпе республикăри медицина организацийĕсенче 889,7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Çак

Подробнее

Вăрçа – 7 ывăл…

Вăрçă! Мĕн тери хăрушă çак сăмах. Миçе çынна терт-нуша кăтартнă, пурнăçран уйăрнă тата сусăрлантарнă вăл. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Курнавăш ялĕнчен фронта 264 çын тухса кайнă. Вĕсен хушшинче – Чермаковсен 7 пĕртăван ывăлĕ: Михаил, Зинон, Константин, Гермоген, Василий, Иван тата Николай. Пĕртăвансен ашшĕпе амăшĕ – Иван Семеновичпа /1885-1971çç/

Подробнее

Малтан çырăнăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн республикăра коронавирус инфекцине чакарас тĕллевпе йышăннă 166 номерлĕ указне, ытти йышăнусене тĕпе хурса социаллă тата ытти пулăшу илес текен граждансен чылай предприяти-организацисен специалисчĕсемпе маларах «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе çыхăнса черете çырăнмалла. Елчĕкри нумай функциллĕ центрта пулăшу илес текенсене 8/83549/ 2-57-09 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр. Кунти специалистсем

Подробнее

Ĕçе вырнаçтарнă

ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 29757 çын ĕçе вырнаçнă, çав шутран 399-шĕ инвалид. Ноябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне 21608 çын ĕçсĕррисен черетĕнче тăнă. Халĕ заявление дистанци мелĕпе те пама пулать.

Подробнее

Йывăрлăхра – пĕрле

ЧР Вĕренÿ институтĕнче республикăри волонтерсемпе доброволецсен форумĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. – Ултă çулта питĕ нумай ĕç тунă, чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн ĕçĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн ĕçĕрте – уйрăм çынсен шăпи. Эсир нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр ыттисене пулăшма васкатăр. Ырă чунлă çынсем ытларах пулсан обществăра та

Подробнее

Этнокультура конкурсĕнче

Ноябрĕн 9-28-мĕшĕсенче Чăваш Енре çамрăксем валли «Культурăсен диалогĕ» этнокультура конкурсĕ иртет. Çамрăксем «Наци сĕмĕллĕ ÿкерчĕк», «Декораципе хушма искусство», «Наци спорт тĕсĕсем», «Наци костюмĕ», «Наци кухнин апачĕ», «Наци юрри», «Наци ташши», «Наци фольклорĕ» номинацисене хутшăнма пултараççĕ. Конкурс икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшне ?ноябрĕн 22-мĕшĕччен/ хутшăнма наци тумĕпе номер лартса 3 минутран вăрăм мар видео

Подробнее

Малта пыракансене – хисеп

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн хастарĕсем – Станислав Соловьев сварщик, Алексей Васильев водитель, Валентина Смирнова пăру пăхакан оператор, Леонид Головин механизатор хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Производство çĕнтерÿçисене ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕнче чысланă. Вĕсемпе пĕрле ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçин çумĕ /варринче/ Олег Карсаков.

Подробнее

Рекультиваци ĕçĕпе паллашнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнче пухăннă йăлари хытă каяш вырăнне рекультиваци тунипе паллашнă. Сăмах май, çак ĕç федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса çĕршыв» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. ...«Феникс» ООО подряд организацийĕ хăйĕн тивĕçне туллин йĕркелесе пынă пулсан çак ĕç утă уйăхĕнчех вĕçленмеллеччĕ. Анчах «шаннă кайăк йăвара

Подробнее

Çутăсăр, шывсăр пурнăç çук. Чирĕ те хăратать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура калаçăва юлашки вăхăтра район администрацине çине-çинех граждансенчен килекен ыйтусенчен пуçларĕ. Вăл тÿррĕнех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пырса тивет. – Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăха канăçсăрлантаракан тата калаçтарма пултаракан чи кирлĕ 3 ыйтăва чăрмавсăр татса пама пĕлмелле. Вĕсем:

Подробнее