Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 281)

Асамлă вăй ытамĕнче

Архив хыпарĕсем Кĕçĕн Шăхаль /Новое Ищеряково/ ялĕ XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче Вăрмар тата Тăвай районĕсенчен куçса килнĕ икĕ çемьерен пулса кайнă теççĕ. Йăх-несĕле пуçараканĕсем – тĕне кĕмен Ищерекпе Иштукан. 1719 çулта 9 хуçалăхра 27 çын,1917 çулта 33 кил, 169 çын, 1969 çулта 65 хуçалăх, 264 çын, 2007 çулта 66 хуçалăх, 160 çын шутланнă. 1930

Подробнее

Çав кунсем асран тухмаççĕ

Районти культура ĕçченĕсем республикăри «Строителям безмолвных рубежей...» асăну акцийĕн флешмобне хутшăннă. Вĕсем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисенче ĕçленĕ чăваш çыннисен харсăрлăхĕпе паттăрлăхне ĕненмелле уççăн кăтартса панă. Асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем хĕллехи сивĕ кунсенче хăйсен чунне парса ырми-канми ĕçленĕ вăхăтсене пирĕн те, çамрăк ăрăвăн та пĕлмеллех.

Подробнее

Депутатсен пухăвĕ

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 3 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа вĕсем Елчĕк

Подробнее

«Анне кунĕ»

марафон пырать республикăра аннесен уявĕ умĕн. Ăна республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева пуçарнă. Марафонăн тĕп тĕллевĕ – хĕрарăмсене аталанма майсем туса парасси, вĕсене хăйсем çинчен тата хăйсен чи лайăх енĕсем çинчен каласа пама пулăшасси. Çавăнпа та районти маттур та пултаруллă амăшĕсене марафон мероприятийĕсене хутшăнма чĕнетпĕр. Чылайăшĕ унта хутшăнса сăн ÿкерчĕкĕсене

Подробнее

Район пурнăçĕ

Ача – çемье телейĕ Районта 75-мĕш пепке кун çути курнă. Ку кăтарту, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 22 нумайрах. Елчĕкри Викторпа Татьяна Казеевсем виççĕмĕш ачине София ят панă. Аслисем – ывăлсем. Пиччĕшĕсем йăмăкĕшĕн çав тери хĕпĕртенĕ. Телейлĕ мăшăра ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина савăнăçлă лару-тăрура саламланă, ачан пурнăçри пĕрремĕш документне парса чысланă. Çĕнĕ курав Кĕçĕн

Подробнее

Палăк çĕнелчĕ

Турă кĕнекинче çакăн пек çырни пур – «Хăвăра вĕрентекенсене хисеплĕр». Пурнăçра тĕрĕс çул суйлама вĕрентсе, ырă канаш-сĕнÿпе пулăшса пирĕн чĕремĕрсене ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă вĕрентекенсем нихăçан та асăмăртан тухмаççĕ. Çамрăкран манах пурнăçне суйласа Турă йĕркипе пурăннăран манăн пурнăç çулĕнче тĕрлĕ священникпа тĕл пулма тиврĕ. Маларах Тĕмерти чиркĕве çÿрерĕм, 16 çултан Улатăрти Таса

Подробнее

«Çын çине сасă хăпартма вăтанатăп»

Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсенче хăйне евĕрлĕ сăпайлăх, ыр кăмăллăх хуçаланнине чун ăшшипе туятăн. Аслă ăрурисемпе час-часах тĕл пулса калаçма тÿр килнĕрен вĕсем хăйсем утса тухнă çăмăл мар кун-çулĕнчи хура-шурне, савăнăçне, çывăх çыннисене тулли кăмăлпа аса илнишĕн пушшех хĕпĕртетĕн. Пурнăçăн çăмăл мар лавне шăпа пÿрнĕ пек туртса пынăскерсем темле йывăрлăх сиксе тухсан

Подробнее

Раççей спартакиадинче

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Эдуард Романов ертсе пыракан команда призыв çулне çитеймен Раççей çамрăкĕсем хушшинчи спартакиадăн финал тапхăрне хутшăнать. Вăл çак кунсенче Ессентуки хулинче иртет. Ăмăртăва Раççей Федерацийĕн 23 субъектĕнчи – Инçет Хĕвел тухăçĕнчен пуçласа Калининград таран – Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем пуçтарăннă. Пурте ăмăртăвăн вырăнти тапхăрĕнче

Подробнее

Республика хыпарĕсем

Пур шкулта та пĕр меню пулĕ Республикăн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче Чăваш Енри шкулсенче пĕрлехи меню пулассине йышăннă. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ «Шкулсенче вĕри апат çитерессине йĕркелесси» семинар-практикум хыççăн çуралнă. Шкулсенче вĕри апатланăва тивĕçлĕ шайра йĕркелессине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй контрольте тытать. «Юратнă çĕршыв, Чăваш Енĕм ман» экспозицие Халăхсен туслăхĕн çуртĕнчи курав залĕнче

Подробнее

Кăçалхи чемпионсем

Çĕнĕ Шупашкар хулинче Чăваш Республикин пауэрлифтинг первенстви тата чемпионачĕ иртнĕ. Республикăри районсемпе хуласенчен килнĕ чи вăйлă пауэрлифтерсем сакăр тĕрлĕ виçери медальсене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Пирĕн район чысне Николай Траншкинпа Алексей Мешков /тренерĕ Николай Молоствов/ хÿтĕленĕ. Иккĕшĕ те 66 кг çитичченхи виçере тупăшнă. Николай Траншкин классикăлла троеборьере 372,5 кг пуçтарса Чăваш Енĕн уçă

Подробнее