Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 280)

Рекультиваци ĕçĕпе паллашнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнче пухăннă йăлари хытă каяш вырăнне рекультиваци тунипе паллашнă. Сăмах май, çак ĕç федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса çĕршыв» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. ...«Феникс» ООО подряд организацийĕ хăйĕн тивĕçне туллин йĕркелесе пынă пулсан çак ĕç утă уйăхĕнчех вĕçленмеллеччĕ. Анчах «шаннă кайăк йăвара

Подробнее

Çутăсăр, шывсăр пурнăç çук. Чирĕ те хăратать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура калаçăва юлашки вăхăтра район администрацине çине-çинех граждансенчен килекен ыйтусенчен пуçларĕ. Вăл тÿррĕнех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пырса тивет. – Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăха канăçсăрлантаракан тата калаçтарма пултаракан чи кирлĕ 3 ыйтăва чăрмавсăр татса пама пĕлмелле. Вĕсем:

Подробнее

Пысăк спортра палăрнă ентеш

Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ, Европа чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ардалион Игнатьев тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿсем тунă. Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн çутă тĕслĕхĕ пин-пин яшпа хĕре спортпа туслă пулма хавхалантарнă тата хавхалантарать. 1930 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче кун çути курнă Ĕнел каччи шкул хыççăн Канашри учительсем хатĕрлекен институтра вĕренет.

Подробнее

Район пурнăçĕ

Елчĕксем – çÿлти картлашкара Чăваш Енре муниципалитет пĕрлешĕвĕсем пĕрлештернĕ бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетсе мониторинг ирттернĕ. 2020 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен пĕрлештернĕ бюджетне пурĕ 21284,4 млн тенкĕ тупăш /çав шутран 6193,8 млн тенки – харпăр тупăш/ пырса кĕнĕ, расхут пайĕ – 22955,3 млн, дефицит – 1670,9 млн тенкĕпе

Подробнее

МТС – 85 çулта

Кăçалхи çулталăк Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 75 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнин юбилей уявĕсене паллă тунипе, унсăр пуçне, район историйĕшĕн пысăк сас паллисемпе çырăнса юлмалли тепĕр пулăмпа – Елчĕкре МТС йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнипе асра юлать. ...Хăй вăхăтĕнче Елчĕк МТСĕ РТС, «Сельхозтехника», юсавпа техника предприятийĕ ятсемпе çÿренĕ. Предприяти

Подробнее

Пĕрлĕхре – вăй

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакансемшĕн чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕ асра юлмалли паллă кун пулчĕ. Яла пырса кĕрекен çул хĕрринчех, Аслă Пăлан çыранĕ çумĕнче, ял паллине кăтартакан стела уçрĕç. Уява Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Тихонова уçрĕ. Вăл çак пархатарлă ĕçе пуçарса янă Г.Зайцева, Г.Баранова, А.Смирнова, Н.Головина тав сăмахĕ

Подробнее

Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ

Районти йывăр атлетсем республикăри ăмăртусенче палăрнă. «Кубок Надежды» тупăшура Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи Анастасия Абрамова, Элина Маркова, Игорь Абрамов /тренерĕ Виталий Марков/, Патреккелĕнчи Елена Плотникова, Антон Кудряшов, Александр Плотников /тренерĕ Борис Клементьев/, Елчĕкри Антон Айметов /тренерĕ Александр Портнов/ хăйсен виçисенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Елчĕкри Давид Портнов, Александр Киселев, Кивĕ Эйпеçри Дмитрий Шитухин,

Подробнее

Минимум пысăкланать

2021 çул валли пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене палăртнă. Тĕрĕссипе, ăна авăн уйăхĕнчех 8035 тенкĕ чухлĕ çирĕплетнĕ. Раççей шайĕнче 9512 тенкĕ тесе палăртнă пулнă. Каярахпа Раççей Правительствинчен çĕнетнĕ прогноза шута илекен телеграмма килнĕ – çĕршыв шайĕнче ăна 10022 тенкĕ тума йышăннă. Çак кăтарту республика минимумне тÿррĕнех витĕм кÿнĕ. Ĕçлев министрĕ

Подробнее

Чиртен хăрани эмелсемпе саппасланма хистет-и?

Раççей территорийĕнчи йышлă çын пурăнакан хуласенчи, çавăн пекех хамăр республикăри, районти аптекăсенче те грипп тата ОРВИ чирĕсенчен сипленмелли антибиотиксен ушкăнĕнчи тата вируса хирĕçле препаратсем сентресем çинчен «çухални» çинчен хальхи вăхăтра тăтăшах илтетпĕр анчах мар, хамăр куçсемпе те куратпăр. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, социаллă сетьсем урлă çынсем çакăн пирки çине-çинех пăшăрханса пĕлтернине

Подробнее

Яланах халăх хушшинче

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тÿпи пысăк. Районта полицин участоксенчи 6 уполномоченнăйĕ тăрăшать: Георгий Шадриков, Алексей Борисов, Дмитрий Печков, Петр Еремеев, Людмила Егорова /ертÿçĕ/, Ильнар Абейдуллин. Районти ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхшĕн яваплă вĕсем, тивĕçе тĕплĕн пĕлнипе, ĕçе чунтан парăннипе палăрса тăраççĕ. Участоксенчи уполномоченнăйсем кăçалхи 10 уйăхра

Подробнее