Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 33)

Шыва кĕни савăнăç кỹтĕр

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Леонард Васильевич калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Майăн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулинче - Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Елчĕк ентешлĕхĕн уявĕ

Подробнее

Акса пĕтернĕ

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас ĕçе вĕçленĕ. Тыр-пул лаптăкĕ пĕтĕмĕшле илсен, 17463 гектар йышăнать. Кашни çулхи пекех, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи пысăк лаптăкра акса хăварнисем: "Яманчурино" ООО (1556 гектар), "Прогресс" АХО (1139), "Эмметево" ООО (890), "Комбайн" ЯХПК

Подробнее

«Пуçару бюджечĕ» ĕçлет

Кăçал округра вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса 82 проекта ĕçе кĕртмелле. Хальхи тапхăра 78-шĕ пирки лимит палăртнă, вĕсенчен 29-шĕ ялсенчи çулсене юсассипе çыхăннă. "Пуçару бюджечĕпе" килĕшỹллĕн вĕçленĕ объектсем те пур: Ĕнелтен Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă Тỹскеле, Аслă Елчĕкри Первомайская урамĕнчи çырма урлă каçмалли кĕперсене, Елчĕкри тата Каркаларти масар картисене юсанă, Вăрăмхăва

Подробнее

«Яльчики» командăн тренерĕ — Патреккелтен

"Яльчики" командăн тренерĕ - Патреккелтен Чăваш Енри пăр дружини - "Яльчики" команда республикăн спорт историйĕнче пĕрремĕш хут КАÇХИ ХОККЕЙ ЛИГИНЕ юратакансен хушшинче Пĕтĕм Раççейри XIII Хоккей Фестивалĕн финалĕнче (Сочи хулинче иртнĕ) чаплă çĕнтерỹ турĕ. Фестивальте команда капитанĕ Дмитрий Петров "Финалăн чи лайăх вăйăçи", дружина тренерĕ тата наставникĕ Евгений Миллин "Чи лайăх

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Аван кăтартусем Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетикăн пĕтĕм тĕсĕпе чемпионат ирттернĕ. Унта ентешсем аван кăтартусемпе палăрнă. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Серафима Самакова (Аслă Пăла Тимеш) 5 километра утассипе, Семен Львовпа (Шăмалак) Николай Алексеев (Тĕмер) йĕтре тĕртессипе, Давид Павловпа (Çĕнĕ Пăва) Константин Максимов (Çирĕклĕ Шăхаль) сăнă ывăтассипе чемпион ята çĕнсе илнĕ. Юлашки дисциплинăра С.Львов 2-мĕш

Подробнее

Çар операцине — хăй ирĕкĕпе

"Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хỹтĕлемелле". 53 çул каялла "Офицеры" кинофильмра каланă актер сăмахĕсем чăннипех афоризм пулса тăчĕç. Хыçа юлнă çулсем те унăн пĕлтерĕшне хирĕçле витĕм кỹреймерĕç - çĕршыв хỹтĕлевçин сумĕ пушшех ỹсрĕ… Тăрăм ялĕнчи Сергей Викторова шкул çулĕсенченех лайăх пĕлетĕп. Лăпкă, сăпайлă. Сăмах ваклама юратманскер. Ашшĕ-амăшĕшĕн кил-хуçалăхĕнче шанчăклă тĕрев

Подробнее

Салтак ĕмĕрех чĕрере

Вĕрентекен. Кашни вĕренекене хăйĕн ачи евĕр туйса ăс паракан тата пурнăçа вĕрентекен вăл. Класс ертỹçи пулсан вара ачасемшĕн уйрăмах çывăх. Çунат пиллесе шкултан ăсатса ярсан та чĕрисенчен кăлармаççĕ педагогсем вĕренекенĕсене, вĕсен шăпипе пурнăç тăршшĕпех интересленсе тăраççĕ. Çак кунсенче редакцине Аслă Елчĕкре пурăнакан Елена Александровна Шакова кĕрсе тухрĕ. - Хамăн вĕренекене, ятарлă çар

Подробнее

Амăшĕн пилĕпе, ашшĕн тĕслĕхĕпе

Çулсем иртеççĕ, ăрусем улшăнаççĕ, çапах та чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем нихăçан та асран каймаççĕ. Василий Дмитриевич Дмитриев ячĕ нумай çыншăн пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ В.Д.Дмитриев 1924 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Энтепе ялĕнче кун çути

Подробнее

Аслашшĕне асран кăлармаççĕ

Шăпа çынна таçта та илсе çитерет. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă пирĕн ентешсем. Тăрăм каччи Юрий Кириллов 1982 çулта Елчĕкри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Ленинград хулине тухса кайнă, кунта профессипе техника училищинче пĕлỹ илнĕ. 1984-1986 çулсенче Коми Республикинче çар ретĕнче тăнă, снайпер тивĕçне пурнăçланă. Унтах партине кĕнĕ вăл. Салтак тумне хывсан

Подробнее

Сăвăсран асăрханмалла

Çак хурт-кăпшанкă тăпрара, курăк çинче чĕр чунсем тата вĕçен кайăксен йăвисенче пурăнать. Апрель-октябрь уйăхĕсенче унăн хастарлăхĕ уйрăмах ỹсет. Раççейре çулсеренех 5-6 пин çын сăвăс энцефаличĕпе чирлет, вĕсенчен 2 проценчĕ вилет. Унсăр пуçне асăннă хурт-кăпшанкă çак чирсене пуçарать: сăвăс тифĕ, туляреми, эрлихиоз, бабиоз, Лайм чирĕ, юнлă сив чир тата ытти те. Чăваш

Подробнее