Понедельник, 23 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 48)

Чи хаклă пуянлăх

Сывлăх пирки тăтăшах калаçатпăр. Вăл кашни çыннăн пурнăçĕнче чи кирли-çке. Ун пирки каллех сăмах хускатас килет - ытлашши пулмĕ. Сывлăх çирĕплĕхĕ мĕнле сăлтавсенчен килет? Пĕрремĕшĕ, çын сывлăхĕ çирĕп пулассин 20 проценчĕ (пиллĕкмĕш пайĕ) генетикăпа, ăрулăх паллисемпе çыхăннă. Урăхла каласан, сывă ашшĕ-амăшĕнчен сывă ача çуралать. Кунта çакна каласа хăвармалла: сывă ача çуратма

Подробнее

«Блиндажра шанчăклăрах»

Çар профессийĕ пирĕн патшалăхра кирек хăçан та хисепре пулнă. Унăн пĕлтерĕшĕпе сумĕ уйрăмах Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан ỹсрĕ темелле. Ентешсен пысăк ушкăнĕ - доброволецсем, контрактниксем, мобилизациленнисем тата çар ретĕнче тăракан офицерсем çĕршыв интересĕсемпе никама пăхăнманлăхне паттăррăн хỹтĕлеççĕ. Вăл йышран сакăр Тăрăм каччинчен пĕри - Максим Петров. Отпуска килнĕ офицера редакцине

Подробнее

Ĕнерхи салтаксем тĕл пулчĕç

Кăçал Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 35 çул çитрĕ. Интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтаксем кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче округ центрĕнчи тĕп вулавăша пуçтарăнса Афган çĕрĕ çинче паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă ентешсене - Ю.Г.Борисова, Ю.П.Григорьева, А.М.Патшина, ытти юлташĕсене асăнаççĕ, палăк умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Кăçал та вĕсем çавра сĕтел хушшине ларса иртнине

Подробнее

Пĕр ĕмĕр — чикĕ мар

Елчĕк ялĕнче пурăнакан Клавдия Сергеева пирки çапла çирĕплетсе калас килет. Манăн анне вăл. Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче пурнăçăн пĕр ĕмĕрлĕх çаврăмне алла илекенскер, хăйне аптăрамасть туять-ха. Пỹртре кăштăртаткаласа çỹрет, ăс-тăн енчен аван… Клава Владимир Захаровичпа Агрепина Макаровна Ишмуратовсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Сакăр ачаран 3-мĕш пулнă вăл. Ун чухнехи çамрăк ăру питĕ

Подробнее

Анисия аппа — 100 çулта

Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Анисия Евдокимова февралĕн 25-мĕшĕнче хăйĕн 100 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Пĕр ĕмĕр ĕмĕрленĕ хĕрарăм хăйне аван туять, хăлхи те илтет, куçĕ те курать унăн. Иртнине аса илсе сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать кинеми. Кашни кун чăхсем патне тухса вĕсене апатлантарасси, вĕсен айсарăмне шăлса тасатасси хăйĕн тĕп тивĕçĕ

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

16 командăран - 5-мĕш Пушкăртстанри Салават хулинче февралĕн 10-16-мĕшĕсенче 2011-2012 çулсенче çуралнă ачасен хушшинче Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн шайба" турнирĕ иртнĕ. Вадим Ивановпа Юрий Рахмуллин ертсе пынă "Елчĕк" хоккей клубĕ тĕл пулусене çапла вĕçленĕ. Пĕрремĕш вăйăра "Удмуртири "Ягуара" 3:8 шутпа выляса янă пулсан, тепĕр иккĕшне çĕнтерỹпе çирĕплетнĕ: Приморье крайĕнчи "Вертикале" 5:2, Ульяновскри "Чайкăна"

Подробнее

Аталану малашлăха шантарать

Вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе е хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, территори пайĕсен, ĕлĕкхи пек каласан, ял тăрăхĕсен малашлăхĕ вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килет. Çакна асра тытса Аслă Елчĕк территори пайĕпе Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен тĕп пухусене юлашки çулсенче тăтăшах пĕрле ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Пухусен

Подробнее

Сивĕ кун кăмăлтан савăнчĕ чун

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: "Демографи - Раççейĕн тĕп тĕллевĕ. Раççей халăхĕн шучĕ ỹссе пымалла, вĕсем пурте сывлăхлă пулмалла. Сывлăхлă пулас тесен спорта аталантармалла, йышăннă пур программăна та пурнăçа кĕртмелле. Маларахри çулсенче регионсенче тата муниципалитетсенче спорта аталантармалли федераци бюджетĕнчен 1 миллиард та 700 миллион тенке яхăн уйăрнă. Ку меслет патне таврăнмалла. Çакă

Подробнее

Уяв кăмăл-туйăма çĕклерĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн 2024 çула "Çемье çулталăкĕ" тесе йышăннă. Апла пулсан çулталăк тăршшĕпех пултаруллă та ĕçчен, нумай çул килĕшỹре пурăнакан тата тĕрлĕ категориллĕ çемьесене чысласа мероприятисем йĕркелĕç, массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатĕç. Çемье çулталăкне халалласа Елчĕкри культура керменĕнче питĕ чаплă уяв иртрĕ. Унта 65, 60, 50 çул пĕрле алла-аллăн

Подробнее

Пĕрлехи информаци кунĕ

Февралĕн 21-мĕшĕнче (юнкун) республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çав кун, 11 сехетре, Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пĕчĕк залĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Васильевич Левый граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнать. Маларах 2-53-81 номерлĕ телефонпа çыхăнма пулать. Информаци кунĕнчи ыйтусем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне 2024 çулта янă Çырăвĕ.Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ: сасăлав формисем.Ялсенче пуçару

Подробнее