Вторник, 27 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 52)

Çĕнĕ çуртсене куçарĕç

2030 çулччен авари пулас хăрушлăх пур 246 çуртран çынсене куçарĕç. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 71,9 пин тăваткал метр, вĕсенче 4,9 çын пурăнать. Çак тĕллевпе 6,4 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутран 4,4 млрд тенки - республика бюджечĕн, 2,5 млрд тенки - Территорисен аталанăвĕн фончĕн, 500,9 миллион тенки - вырăнти бюджетсен укçи-тенки.

Подробнее

Мускавра вĕренĕç

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пĕлтĕр Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищине хĕрсемпе каччăсене артиста вĕренме янă. Кăçал тепĕр ушкăн пухать. Кун-çулне театр искусствипе çыхăнтарма шухăш тытнă çамрăксен пултарулăхне паян сумлă экспертсем - театр директорĕ Елена Николаева, тĕп режиссер Наталья Сергеева, Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, "Щепкинкăра" актер ăсталăхне вĕрентекен

Подробнее

Елчĕксем — малтисен йышĕнче

Регионăн экономика аталанăвне предпринимательсем те пысăк тỹпе хываççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев: "Чăваш Ен Правительстви пĕчĕк тата вăтам бизнеса яланах пулăшма тăрăшать. Пирĕн тĕллев - кирек мĕнле бизнес-идейăна та регистрацилесси, тишкересси тата тĕрев парасси. Эпир хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пысăк предприятисемпе танах пулăшу мерисем сĕнетпĕр, кун пекки урăх регионта çукпа пĕрех". Паянхи кун

Подробнее

Тилле тĕп тума юрать

Маларах, аса илĕр-ха, кашни кил-хуçалăхра картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытнă. Ялсенче ĕне-сурăх кăна мар, хур кĕтĕвне те йĕркеленĕ. Çапах та вĕсене тилĕсем тапăннине илтмен. Халĕ килти чĕр чунсен йышĕ питĕ сахал, анчах кĕтмен "хăнасем" хапха умнех килме пуçларĕç тесен те йăнăш мар. Çакăн сăлтавне, пĕтĕмпех пулмасан та, хуçалăхсенче йытăсем

Подробнее

Поэма авторне сума суса

Чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 136 çул çитрĕ. Тăван халăхăн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ, хут пĕлменлĕхпе кĕрешекенĕ, вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăн - тĕнче поэзийĕн шедеврĕн авторĕ вăл. Константин Васильевич Пушкăртстанри Пишпỹлек районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. Сакăр çул тултарсан ялти, унтан, 1903-1907 çулсенче, Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Патшана хирĕçле

Подробнее

«Чупакан кĕнеке»

ăс-хакăл акцине Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ тĕлне çулсерен ирттеретпĕр. Асăннă акци 10 çул ĕнтĕ çĕршывĕпех пин-пин вулавăша, кĕнеке тусĕсене, волонтерсене пĕрлештерекен мероприяти. Унăн тĕллевĕ - çĕнĕ вулакансене явăçтарасси тата округра пурăнакансен хушшинче вулакансен йышне ỹстересси. Кăçал "Чупакан кĕнеке" акцине Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Тĕп библиотека ĕçченĕсем урамра

Подробнее

Отстаивает интересы инвалида

Прокуратурой района проведена проверка по обращению инвалидаI группы о взыскании компенсации морального вреда в связи с длительным необеспечением специализированным лечебным питанием. Установлено, что И.Е.А является инвалидом I группы с детства, страдает белково-энергетической недостаточностью. По рекомендациям врачей питание осуществлялось с применением специализированного продукта для диетического питания, однако, как ему исполнилось 18 лет

Подробнее

Отличие подарка от взятки

Федеральным законом от 27.07.2004 № 79-ФЗ "О государственной гражданской службе Российской Федерации" государственным служащим запрещено в связи с исполнением должностных обязанностей получать вознаграждение за предоставление различных услуг. В соответствии со статьей 575 Гражданского кодекса Российской Федерации государственным служащим в связи с исполнением ими служебных обязанностей не допускается дарение, за исключением

Подробнее

Елчĕкре — Эдуард Гиматов

Елчĕк округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин прокурорĕ Эдуард Гиматов пулнă. Республика прокурорĕ, округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата район прокурорĕ Александр Кудряшов хутшăннă ушкăн чи малтанах Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пулса граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăма çитсе курнă. Уйрăм ертỹçи Антонина Осипова тата ĕçченсем ертỹлĕхе кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарнă. Хỹтлĕх ыйтакансен пурăнмалли

Подробнее

Хăрнă вĕрене

Калав Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 19-мĕш номерте. Аттепе анне… Калама кирлех-ши вĕсене? Атте, ахаль те аллине ирĕке яраканскер, хĕнесе тăкĕ. Ашшĕ камне тĕпчĕ. Костьăпа хирĕçĕ. Вăл та манран сивĕнĕ. Юрататăп тетчĕ. Ку чăнах та çапла пулсан - пĕрлешĕпĕр. Çакăн пек шухăшпа таврăнчĕ Наташа тăван яла. Каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Савнине савăнăçне пĕлтерме васкарĕ. - Эс мĕскер,

Подробнее