Вторник, 27 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 54)

Çеçкипе савăнтартăр тесен…

Герань (пеларгони) чечеке вăйлă лартăр тесен ỹсен-тăрана çутăпа тивĕçтермелле, виçине пĕлсе шăвармалла, вăхăтра апатлантармалла, ытлашши туратсене касмалла. Ку чечеке талăкра 10-12 сехет çутă кирлĕ. Хĕвел çути тỹррĕнех ỹкни чечекĕн çулçисене "çунтарма" пултарать. Çавăнпа геране хĕвел тухăç тата хĕвел анăç енчи чỹрече янаххисем çине лартмалла. Хĕлле çутă çитмест, çавăнпа хушма çутăпа тивĕçтермелле. Герань

Подробнее

Христос çыннин мĕн пĕлмелле?

Ĕненекенсемпе ытти çынсем ыйтнисене ăнлантарса каланисем. Чиркỹре мĕн чухлĕ тăмалла? Чиркĕве кĕлĕ пуçланиччен пымалла, кĕлĕ вĕçленсен тин, васкамасăр, тухмалла. Ĕненекенсем авал, выльăх пусса, ăна Турра парне кỹнĕ пулсан, хальхи ĕненекенсен парнийĕ - вĕсем чунтанах кĕл туни. Этем мĕн чухлĕ ỹкĕнерех кĕл тăвать - унăн парни Турăшăн çавăн чухлĕ юрăхлăрах пулать. Тăма вăй-хал çук

Подробнее

Грузи çĕршывĕн Çар çулĕ

пирки сăмах хускатас тетĕп. Вăл тинĕс шайĕпе шутласан 680 метр çỹллĕшĕнче вырнаçнă Орджоникидзе (халĕ Владикавказ) хулинче пуçланать. Çак хулари Ной Буагидзе, Орджоникидзе тата Тбилиси урамĕсем пĕрлешнĕ вырăнта пуçланать те ĕнтĕ тĕнчипе паллă Çар çулĕ. Орджоникидзе хулинче пуçланса çул Терек юхан шывĕ хĕррипе Тĕп Кавказ тăвĕн Гудуар перевалĕ çине хăпарса каять, кайран

Подробнее

Супăнь шывĕ пулăшать

Улмуççи пыйтине (тля) мĕнле пĕтермелле-ха? Супăнь шывĕ. Чи кăткăс меслет ку. Хуçалăх, симĕс, тикĕт тата туалет супăнĕ те юрăхлă. Йывăç-тĕме, ỹсен-тăрана сапма çирĕп шĕвек хатĕрлемелле. 300 г супăне теркăпа хырмалла, 10 л шывра ирĕлтермелле. Кĕл шывĕ. Ăна хатĕрлеме 2 стакан кĕл, 100 г хуçалăх е ытти шĕвĕ супăнь кирлĕ. Кĕле вĕри шыва

Подробнее

С 1 июня начнет действовать новый порядок ввоза товаров из ЕАЭС

Управление Федеральной налоговой службы по Чувашской Республике сообщает, что с 1 июня 2026 года вводится система подтверждения ожидания поставки товаров (СПОТ) при ввозе продукции из государств - членов Евразийского экономического союза (Республики Беларусь, Армении, Казахстана, Кыргызстана) на территорию Российской Федерации автомобильным транспортом. СПОТ внедряется в целях создания прозрачных условий для ведения

Подробнее

Кашни ыйту — çивĕч

Майăн 20-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Округ пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев тата Чăваш Республикин Вĕренỹ министрĕн çумĕ Марина Лежнина Çĕнĕ Пăвари, Курнавăшри вăтам шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра калаçнă. Шывăн турачĕ çук Çулла - отпусксен тата каникул вăхăчĕ.

Подробнее

Ăста тракторист

Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илес, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ỹстерес ĕçре хуçалăхри кашни ĕçченĕн тỹпи пур. Çуркунне ака тăвас, кĕрхи кунсем çитсен уй-хир ĕçĕсене вăхăтлă вĕçлес тесе механизаторсем çулсерен ырми-канми тăрăшаççĕ. "Сатурн" хуçалăхра 26-мĕш çул механизатор пулса вăй хуракан Радик Квасов тыр-пул акас ĕçе хастар вĕçленĕ хыççăн нумай çул ỹсекен курăка, кĕрхи культурăсене

Подробнее

Чи лайăх кадетсем

Шупашкарта республикăри "Кадетсен тĕрĕслевĕ-2026" строй хатĕрленĕвĕн смотрĕ иртнĕ. Çулсерен йĕркелекен мероприятие Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти кадетсем те активлă хутшăннă. Уйрăм вĕренекенсем - 9-мĕш класри Тимофей Антонов тата 11-мĕшĕнчи Эвелина Чернова "Чи лайăх кадет-2026" паллăна тата Диплома тивĕçнĕ. Маттурсем - Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем те.

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи майăн 19-мĕшĕнчи 97-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Сергей Владимирович ЧЕРНОВ хресчен (фермер) хуçалăхĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине округра чи малтан вĕçленĕ.

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Майăн 20-мĕшĕ тĕлне округри 8 ял хуçалăх предприятийĕ тата 3 хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине вĕçленĕ. Кĕрхи культурăсене сỹрелессине 74 процент (планпа - 4555 гектар), çĕр лаптăкĕсене кăпкалатассине 80 процент (план - 27009 гектар) пурнăçланă. Çĕр улми, пахча çимĕç лартма нихăш хуçалăх та пуçăнман.

Подробнее