Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 58)

Пĕлĕве тĕрĕсленĕ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул никĕсĕ çинче Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен муниципаллă тапхăрĕ вĕçленчĕ. Пĕр уйăха пынă ăслăлăх ăмăртăвĕнче 7-11 классенчи 594 ача 19 предметпа тупăшнă. Пĕтĕмпе 148 çĕнтерỹçĕпе призер. Уйрăм коллективсенчен мала тухнисен йышĕпе (73) Елчĕкри вăтам шкулпа никам та танлашайман. Кирек мĕнле ăнăçу педагогпа вĕрентекенĕн творчествăлла çыхăнăвĕнчен килет. Тепĕр

Подробнее

Çĕнĕ Пăвасем — маттур!

Чăваш патшалăх аграри университечĕ Çĕнĕ çул умĕн Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн хастарĕсене пуçтарнă. Унта республикăри пур муниципалитет округĕнчи çамрăксен канашĕн председателĕсем, активистсем хутшăннă. Çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетме аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен Управлени начальникĕ Иван Филиппов хутшăннă. Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕн регионти уйрăмĕн

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Округ команди - 1-мĕш Канаш хулинче кире пуканĕ йăтакансен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров ертсе пыракан округ команди унта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Елена Плотникова (Патреккел шкулĕ), София Соловьева, Илья Московский, Анжела Уткина (Елчĕк), Егор Смирнов (Курнавăш), Кирилл Филиппов, Дмитрий Енедеров (Тăрăм ялĕ) пьедесталăн "ылтăн" картлашки

Подробнее

Саккуна пăсса касар мар

Çĕнĕ çул çывхарнă май Чăваш Енри лăсăллă çамрăк хунавсене çирĕп тĕрĕслĕç. Йывăçсене саккуна пăсса кассан (тепĕр майлă каласан, ятарлă ирĕк илмесĕр хуçалансан) административлă майпа явап тыттараççĕ. Штрафсем пысăк. Хăйсем тĕллĕн чăрăша е лăсăллă урăх йывăçа каснăшăн уйрăм çынсен кĕсьене 3-4 пин тенкĕ çỹхетме тивет. Должноçри çынсен 20-40 пин тенкĕ, предприяти-организацисен 200-300

Подробнее

Çивĕч ыйтусене тишкернĕ

Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова тата муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый юнкун пулса иртнĕ Пĕрлехи иформаци кунĕнче "ДПМК "Яльчикское" тата "Спутник-1" ОООсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем те: хĕллехи тапхăрта çул-йĕре тивĕçлĕ шайра пăхса тăрасси тата 2024 çулта коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тỹлемелли

Подробнее

Паян — Энергетик кунĕ

Округра энергетика тытăмĕ тивĕçлĕ ĕçленине кашниех куратпăр. Çакăншăн эпир Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн (РЭС) коллективне пысăк тав сăмахĕ калама тивĕç. Кирек хăш çанталăкра та - çил-тăвăл урамра е пăрлă çумăр çăвать, шартлама сивĕ тăрать… хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçлаççĕ вĕсем. Авариллĕ лару-тăрура халăх çутăсăр е ăшăсăр юлас пулсан энергетиксем инкек пулнă

Подробнее

Биологсемпе экологсем — фестивальте

2023 çул - Раççейри Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнине асра тытса Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăнах - январь уйăхĕнченех, тĕп вĕренỹ программисĕр пуçне, аслă классенчи ачасене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе шкул тулашĕнчи тĕрлĕрен мероприятисене йĕркелесе ирттерессине малти вырăна хутăмăр. Вĕсенчен пĕри тата асра юлмалли профориентаци программипе килĕшỹллĕн, Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн

Подробнее

Халăх пĕрлĕхĕ шанчăклăх кỹрет

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрнере пĕрлештернĕ "тỹрĕ линипе" пресс-конференци йĕркелерĕ. 4 сехет ытла пынă хутшăнура вăл Раççейре пурăнакансен, тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕн журналисчĕсен 85 ыйтăвне хуравларĕ. Политикăри хальхи лару-тăрăва шута илес пулсан, тĕп тĕллев - суверенитета çирĕплетесси. Сăмах, ертỹçĕ палăртнă тăрăх, çĕршыв хăрушсăрлăхĕ пирки кăна мар, Раççей экономикин, технологисен

Подробнее

Паттăрсен ячĕпе — партăсем

Елчĕкри вăтам шкулти акт залĕ. Çынсем нумай пулсан та шăплăх хуçаланать. "Журавли" юрă янăравĕ чуна çỹçентерет. Ятарлă кĕвĕ çемĕпе Тăван çĕршыв тата республика ялавĕсене илсе кĕреççĕ. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин гимнĕсем янăраççĕ. Виктор Владиславович ГРИГОРЬЕВ 1989 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕмĕрле округĕнчи Вăрманкас ялĕнче çуралнă. 2005-2007 çулсенче Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ.

Подробнее

Президент полкĕнче

Çар тивĕçне пурнăçласси - кашни гражданинăн сăваплă тивĕçĕ. Мĕнле чаçе е ăçта службăна лекесси пĕлỹрен, специальноçран, сывлăхран килет. Мускаври Президент полкне лекес тесен вара? Унта пачах урăх требованисем. Сывлăх тĕлĕшĕнчен нимĕнле кăлтăк та пулмалла мар, пỹ çỹллĕшĕ 175 сантиметртан кая мар кирлĕ. Суд айăплавĕпе çыхăннине, хăш наци çынни пулнине тата ыттине

Подробнее