Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 63)

Çемьесенчи тăнăçлăхшăн

Округри полици пайĕн ĕçченĕсем çемьесенчи лару-тăрăва сăнаса тăрассине яланах тĕп вырăна хураççĕ. Профилактика ĕçĕсен пĕлтерĕшĕпе тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе вара ноябрĕн пĕр эрнинче "Йăла - çемье" мероприяти йĕркеленĕ. Палăртнă планпа килĕшỹллĕн право хуралĕн ĕçченĕсем профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе пĕрле ятарлă учетра тăракан çемьесенче тепĕр хутчен пулнă, вĕсенчи пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Ытларах йывăр тата

Подробнее

Санкт-Петербургра пулнă

Республика шайĕнчи "Манăн çулçỹревсен кĕнеки" ятпа йĕркеленнĕ проект пулăшнипе кăçал кĕркунне шкул ачисем Санкт-Петербург хулинче пулса курнăччĕ. Телейлисен ушкăнне пирĕн округ вĕренекенĕ - Курнавăш ялĕнче пурăнакан Максим Цветков та лекме пултарнă. Чăваш Республикинчен кайнă ушкăн ятарлă программăпа килĕшỹллĕн Санкт-Петербург хулинчи паллă вырăнсенче пулнă. Университет çыранĕнчи чаплă архитектура ансамблĕсене, Петропавловски крепоçе, Патшалăх

Подробнее

Сыхлăх яланах кирлĕ

Пĕр-пĕрне айăпласа, хурласа е чăнлăхран пăрса калакан кирек мĕнле сăмахпа е информаципе халăха пăтратма тăрăшни тĕл пулать. Киревсĕр шухăшлă çынсем чылай чухне ку меслетсемпе экстремизма, национализма ỹстерес, пĕр-пĕрин хушшинче курайманлăх çуратас тĕллевпе усă кураççĕ. Çавăнпа та Интернет, ытти тĕрлĕ çăлкуç урлă информаци илнĕ чухне яланах асăрхануллă пулмаллине асрах тытар. Çакна тĕпе хурса

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Канашри ăмăртура Округри кире пуканĕ йăтакансем Канашри "Локомотив" ФСКра хула турнирĕнче вăй виçнĕ. Р.Н.Желудкин подполковника асăнса ирттернĕскерте Елена Плотникова, София Соловьева, Давид Портнов, Илья Московский (Елчĕк шкулĕ), Герман Гладков (Курнавăш ялĕ) 1-мĕш вырăн йышăннă. Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва шкулĕ) 2007 çулта çуралнă тата унтан кĕçĕнрех атлетсем хушшинче, çитĕннисенчен РФ спорт мастерĕ Дмитрий

Подробнее

Чун ăшши пурин валли те çитет

2024 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас кампани пынă май почтальонсен уйрăмах хĕрỹ тапхăр халĕ. Кашниех хаçат-журнал çырăнтармалли задание тултарас тесе тăрăшать. Ытти ялти пекех Елчĕк, Элекçей Тимеш, Акчел ялĕсенче пурăнакансем почтальонкăсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ - хăйсем килĕштерекен хаçатсемпе журналсене алла илме васкаççĕ. Елена Хрисанова, Светлана Николаева, Ильгиза Григорьева (сăн ỹкерчĕкре) почтальонкăсем

Подробнее

АПКна аталанма инвестицисем пулăшаççĕ

Çулталăк вĕçленсе пырать, çавна май хăш-пĕр ĕçсем пирки каласа кăтартма та вăхăт. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен çумĕпе - экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици пайĕн начальникĕпе Марина Павловăпа тĕл пулсан эпир ял хуçалăхĕнче пурнăçланакан инвестици проекчĕсем пирки сăмах пуçартăмăр. - Ку ыйтăва халĕ регион

Подробнее

Халăх учителĕ ячĕпе — Герой партти

Педагогпа наставник çулталăкĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика, информатика тата технологи факультетĕнче СССР халăх учительне Петр Чернова халалласа Герой парттине уçнă. Петр Никифорович хăй вăхăтĕнче асăннă факультета пĕтернĕ. Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕ 1929 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вырăскасси ялĕнче çуралнă. 1949 çулта Чăваш патшалăх учительсен институтне пĕтерсен 19

Подробнее

Хаçат тата кĕнеке кирлĕ-и?

Паллах, питĕ кирлĕ. Эпĕ, совет саманинче ỹснĕ çын, радио хыпарĕсене, хаçат-журнала, çĕнĕ кĕнекесене куç пек кĕтеттĕмччĕ. Пĕтĕм çемье пĕрле пуçтарăнса "Тăван Атăл", "Ялав", "Капкăн" журналсене юратса вуланă. Республикăра тата районта тухса тăракан хаçатсемпе туслă пулнă май, мана чăваш çыравçисем тыткăна илетчĕç хăйсен кĕнекисемпе. Халĕ те асрах кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне

Подробнее

Округ пурнăçĕ

"Росгосстрах" офисĕн çĕнĕ ертỹçĕ Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова "Росгосстрах" ПАО страхлав компанийĕн Шупашкарти филиалĕн директорне Алексей Пирожкова йышăннă. Алексей Геннадьевич "Яльчикский" универсаллă офисăн çĕнĕ ертỹçипе - Алена Воробьевăпа паллаштарнă. Алена Ивановна маларах нумай çул хушши "Росреестрăн" округри филиалĕн ертỹçинче тăрăшнă. Марина Николаевна ăна çĕнĕ должноçра та ăнăçуллă ĕçлеме

Подробнее

Сывă пулччăр ачасем

Эх, анне чĕри çунать-çке.Вăл ялан çапла.Çумĕнчи ăшă çуначĕПушшине туйсан… Сăмахăм Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Елизавета Муллина çинчен пулĕ. Елизавета Владимировна 1965 çулта Кỹлпуç ялĕнче Владимирпа Зоя Карсаковсен çемйинче кун çути курнă. Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта вăтам пĕлỹ илет. Пĕчĕккĕллех Лиза шут ĕçне кăмăлланă, çавăнпа-тăр ниçта та мар,

Подробнее