Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 676)

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Олимпиадăсем иртеççĕ Шкул ачисем çулсеренех хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне предметсен олимпиадисенче туптаççĕ. Хальхи вăхăтра шăпах вĕренекенсен муниципалитет шайĕнчи олимпиадисем иртеççĕ. Кăçал вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне 21 предметпа тĕрĕслеççĕ. Олимпиадăсем Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта иртеççĕ. Хальлĕхе 14 предметпа иртнĕ те ĕнтĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, çĕнтерỹçĕсемпе призерсем ытларах

Подробнее

Виктория Романова — дипломант

Санкт-Петербург хулинче "ARTIS" премин номинанчĕсене итленĕ. Çак премие тĕнче шайĕнче искусствăн тĕрлĕ тĕсĕсенче пысăк ỹсĕмсем тăвакан ачасене тата вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшакан преподавательсене параççĕ. Çĕнтерỹçĕсем Пĕтĕм Раççейри е халăхсем хушшинчи "Эпĕ пултаратăп" фестиваль-конкурс проектăн лауреачĕсем пулса тăраççĕ. Лауреатсен йышне Елчĕкри искусство шкулĕнче Ольга Архипова преподаватель патĕнче ăсталăха туптакан 9 çулхи Виктория

Подробнее

Пултарулăх конкурсĕ

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсен пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Унта пурнăçа юратакан, тĕрлĕ енлĕ ăсталăхпа палăракан ăшă чунлă çынсем хутшăннă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Елена Сафронова, Элекçей Тимешри Даниил Еремеев хăйсен ал ĕçĕсене курава тăратнă. Яманчỹрелĕнчи Надежда Сергеева чăваш халăх юррисене юрлама ăста. Патреккелĕнчи Максим Никитин Типшĕм Сашук пултарулăхĕпе

Подробнее

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх

"Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче çын татăлма пĕлмест. "Сывлăх" ушкăна çỹрекенсем тĕрлĕ ялсенчи ватăсемпе туслă çыхăну тытаççĕ. Нумаях пулмасть эпир Çĕнĕ Пăвари, Кĕçĕн Таяпари волейбол вăййине юратакансемпе пĕр площадкăра тĕл пултăмăр. Уйрăмах Кĕçĕн Таяпари Анатолий тата Виталий Головинсем, Владимир Матвеев, Петр Трофимов, Александр Ефимов спортпа туслă. Вĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса

Подробнее

Вĕсене манмаççĕ

Аслă Елчĕкре ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика турнирĕ иртнĕ. Ăна районти кĕрешỹсенче пĕрре мар çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ Валерий Петровичпа Валерий Георгиевич Черновсене, Юрий Орехова асăнса йĕркеленĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, Чăваш Наци конгресĕн спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Виталий Васильев тата спорт тусĕсем

Подробнее

Çамрăк штангистсем пĕрремĕш

Иртнĕ шăматкун 2003 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе хĕр ачасем йывăр атлетсен республикăри "Шанчăк кубокĕ" турнира хутшăннă. Ăна Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ю.М.Николаева асăнса кăçал тăваттăмĕш хут ирттернĕ. Турнирта пирĕн районăн çамрăк штангисчĕсем ăнăçлă ăмăртнă. Елчĕксем 1886 очко пухса пĕрремĕш вырăна тухнă. Хăйсен виçисенче А.Кисилев (Елчĕк), А.Панкратов

Подробнее

Владимир Путин суйлава хутшăнассине пĕлтернĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулта иртекен Раççей Президенчĕн суйлавне хутшăнма хăйĕн кандидатурине тăратассине пĕлтернĕ. Çакăн пирки Владимир Владимирович 2017 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Чулхулари автомобиль завочĕн коллективĕпе иртнĕ тĕл пулура хыпарланă. - Кунашкал йышăну тума хистекен тĕп сăлтавсен шутĕнче çĕршыв халăхĕн пурнăçне лайăхлатма, Раççей хăватне вăйлатма тăрăшни çеç пулма пултарать,

Подробнее

Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян…

Ĕнер Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ, "Çулталăк çемйи" республика конкурсĕн çĕнтерỹçисене чысланă. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа мăшăрĕ Лариса Юрьевна, влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем хутшăннă. Уява районти "Çулталăкри çемье" конкурс çĕнтерỹçисене - Кивĕ Эйпеçри Сусметовсене те чĕннĕ. Фойере районсенчи ылтăн алăллă

Подробнее

Конституци — тĕп документ

1993 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççейĕн политикăлла мĕн пур тытăмĕ пĕрлехи килĕшỹ, тулли ирĕкпе çураçу тупса Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документра малашлăх хаклăхĕсен, демократи ирĕклĕхĕсен çул-йĕрне палăртнă. Конституцие çĕршыв халăхĕн ĕмĕрхи историне палăртса, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан халăхсен харпăр уйрăмлăхĕсене упраса, халăхсен кун-çулĕ пĕрлĕхлĕ пулнине ăнланса, Тăван çĕр-шыв ырăлăхĕпе

Подробнее

Ырă ĕç тăвакан ырă çынсен çулталăкĕ

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри "Доброволец России - 2017" премине тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă вăхăтра 2018 çула Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. - Ыттисене пулăшма, Тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тума вăхăтне тата вăйне хĕрхенмесĕр хăйĕн хулишĕн е ялĕшĕн, çуралнă вырăнĕшĕн ырă ĕç тума ăнтăлакан, пĕрлехи ĕçшĕн тăрăшакан

Подробнее