Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 941)

Халăх фрончĕ кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Раççейшĕн" халăх фрончĕ" общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн конференцийĕ иртнĕ. Ларăва Николай Казаков сопредседатель ертсе пынă. Халăх фрончĕн регион конференцийĕнче РФ Президенчĕн çу уйăхĕнчи хушăвĕсене Чăваш Енре пурнăçлассине сăнаса тăрассипе çыхăннă ĕç-хĕле, "Тĕплĕ тасатар", "Халăх фрончĕн çул-йĕр инспекцийĕỸЯпăх çулсен картти", "Пахалăхăн халăх хаклавĕ" проектсемпе килĕшỹллĕн тунă

Подробнее

Ĕçсĕрлĕх хăратмасть

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем валли кăçал пĕтĕмпе 387 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре ĕçсĕррисен шута илнĕ йышĕ 3934 çынпа танлашать, ĕçсĕрлĕх шайĕ - 4,7 процент. Вакансисен шучĕ те пĕчĕк мар - 17 пин. Ĕç паракансем сĕнекен вăтам шалу - 17,8 пин тенке яхăн.

Подробнее

Опера фестивалĕ

Чỹк уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче Шупашкарта пĕтĕм тĕнчери Максим Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ иртет. Фестиваль эрнекун "Евгений Онегин" оперăпа уçăлать. Кăçалхи хăйне евĕрлĕх - вырсарникунхи "21-мĕш ĕмĕр тенорĕсем" концерт. Тĕнчери сценăсем çинче чапа тухнă арт-проекта Мускаври тата Европăри паллă та сумлă тенорсем хутшăнаççĕ. Фестиваль чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленет.

Подробнее

Арăма савăнтартăм

Пирус туртас сиенлĕ йăлана ниепле те пăрахаймастăп. Табак туртмасан тем çитмест пек. - Хĕрỹ ĕçсем вĕçленчĕç. Канма кайса килес пулĕ? - терĕм пĕринче арăма ним тăвайман енне. - Ăçта каясшăн? Кай, анчах пирус туртма пăрахса кил. Хăвăн сывлăхна пĕтерни çитмест, ачасене те пирус тĕтĕмĕпе сиенлетĕн. Вунă çул хушшинче миçе пин тенкĕне сывлăша

Подробнее

Наркотик салатма явăçтараççĕ

Чăваш Республикин территорийĕнче юлашки вăхăтра "Хăвăрт ĕçлесе илме май туса паратпăр" тесе çамрăксене наркотиксем салатас ĕçе явăçтарнă тĕслĕхсем нумайланнă. Преступниксен серепине аслă классенче, ятарлă вăтам пĕлỹ паракан заведенисенче тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ. Наркобизнес представителĕсем çамрăксене тавар сутаканпа тавар туянакан хушшинчи çыхăнтаруçă ĕçне пурнăçлама, пĕр вырăнта пытарнă наркотик хатĕрне тепĕр

Подробнее

Саккуна пурнăçламан

Елчĕк район прокуратури кăçал çĕрпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май йĕркене пăхăнман 7 тĕслĕхе асăрханă. А.В.Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи тĕрĕслев фермер 76 гектар çĕрпе правăна çирĕплетекен документсăр усă курнине тупса палăртнă, çавна май ун тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 7.1 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă.

Подробнее

Раççей çарĕн ноябрь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

16. 1805 çулта вырăс çарĕсем П.И.Багратион ертсе пынипе Шенграбен патĕнчи французсен çарне тытса чарнă. 19. 1942 çулта 7.30 сехетре Сталинградра "Катюшăсен" залпĕсемпе артподготовка пуçланă. 3500 тупă 80 минут хушши гитлеровецсен позицийĕсене "çунтарнă". 8.50 сехетре совет çарĕсем "Уран" операци пуçланă.

Подробнее

Унăн профессийĕ — механизатор

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 109-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхри Александр Варсанофьевич Иванова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă. Саша (ялта çапла чĕнеççĕ ăна) çамрăк чухне ялти тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. 1962 çулта Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Аннăпа Варсанофий Ивановсен туслă çемйинче кун

Подробнее

Çĕнĕ хваттерте ырă пурнăç хуçалантăр

Тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси - чи малтан пурнăçламалли тивĕçсенчен пĕри. Саккунпа килĕшỹллĕн тăлăх çамрăка ача çуртĕнчен, интернатран, çавăн пекех професси пĕлĕвĕ паракан мĕн пур учрежденирен вĕренсе, опекăран (попечительлĕхрен) тухсан, çар службине вĕçлесен е явап тыттаракан учрежденирен ирĕке кăларсан (18 çул тултарнă хыççăн) черетсĕр хваттер памалла. Елчĕк

Подробнее

Кун-çул сукмакĕ вăрăм та анлă

Савнă ялăм - Сăрьел Истори докуменчĕсем тăрăх, Сăрьел ялне 1670 çулта никĕсленĕ.1930 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче ялта "Марс" колхоз йĕркеленнĕ. Председатель пулма Чулхуларан "25 пинлисен" йышĕпе килнĕ Кадир Музыкова суйланă. Малтанах коллективлă хуçалăха 24 хресчен кĕнĕ. Каярахпа ялта пурăнакансем пурте колхоза çырăннă. Пурăна киле колхоз выльăх-чĕрлĕх витисем туса лартнă. Вĕсенче мăйракаллă

Подробнее