Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 942)

«Хĕрỹ лини» ĕçлет

Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалласа Чăваш Енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ ноябрĕн 8-13-мĕшĕсенче таварсен пахалăхĕпе, потребительсен çăмăллăхĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе "хĕрỹ лини" йĕркелет. Эсир хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен 56-46-66, 56-29-01, 56-29-19, 56-29-00 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пама пултаратăр. Çавăн пекех çак адреспа: Шупашкар хули, Федор Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт,

Подробнее

Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре, çав шутран пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем тавра калаçĕç, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç. Хальхинче ертỹçĕсем халăха Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2017 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи

Подробнее

Елчĕк ен уява хатĕрленет

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче районта Елчĕк районĕн 90 çулхи юбилейне анлăн паллă тăваççĕ. Район юбилейĕ умĕнхи мероприятисен программи те анлă. Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Елчĕкри культура çуртĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.Васильев ỹнерçĕн куравĕ уçăлать. Çак кунах "Елчĕк районĕ: иртнĕ тата хальхи вăхăт страницисем" ятпа истори фестивалĕ иртет. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăна районти

Подробнее

«Почтăпа пĕрле вулатпăр»

Раççей почти 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен çĕршыври пур почта çыхăну уйрăмĕнче те "Почтăпа пĕрле вулатпăр" акци йĕркелет. Енчен те почта çыхăну уйрăмĕнче клиент 100 тенкĕрен хаклăрах хаçат-журнал туянать пулсан, ăна кроссвордсен пуххи тивет, 500 тенкĕрен ытларах туянсан Раççей почтин призĕсен фондĕнчи кăмăла каякан кĕнекене суйласа илме

Подробнее

Сахăр шайне виçере тытмалла

Çак куна 1991 çултанпа кашни çулах тĕнчипех паллă тăваççĕ. Канада ученăйĕ, Нобель премийĕн лауреачĕ Фредерик Бантинг Чарльз Бестон врачпа пĕрле инсулин шухăшласа кăларнă. Сахăр диабечĕпе чирлекенсем çулсеренех нумайланса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчипе çак чирпе 422 миллион ытла çын аптăрать. Паянхи кун тĕлне районта сахăр диабечĕпе чирлĕ 502 çынна регистрациленĕ. Чирлисем

Подробнее

Сыхă пулар

Çанталăк сивĕтсе пынă май, пушшех, пурлăха, килти выльăх-чĕрлĕхе сыхласси пĕрремĕш вырăна тухса тăрать. Хамăрăн укçа-тенкĕн ăнăçлăхне мĕнле хỹтĕлемелле? Кĕтмен çĕртен сиксе тухакан çухатусенчен мĕнлерех сыхланмалла? Çакăн пек ыйтусем районта пурăнакансем умне сиксе тухаççех пулĕ. Экспертсем палăртнă тăрăх, кĕтмен инкек-синкекрен хỹтĕленмелли пĕрремĕш утăм - çурт-йĕре, выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра страхлани. Страховани çивĕчлĕхĕн ыйтăвĕсене иртнĕ

Подробнее

Елчĕксем — чи хастаррисем

Пирĕн районти тыр-пул ăстисем кăçал нихçанхинчен те ытларах тыр-пул пухса кĕртнĕ. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр, вĕсем ăна пĕр тăкаксăр алла илме те пултарнă. Пĕтĕмпе илсен 67350 тонна тĕш тырă туса илнĕ, вăтам тухăç 1 гектар пуçне шутласан 31,8 центнерпа танлашнă. Иртнĕ эрнере ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнче тыр-пул

Подробнее

Малти вырăнта — çынсен хăрушсăрлăхĕпе лăпкăлăхĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх, шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем ноябрĕн 10-мĕшĕнче хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Кăçал чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей милицине туса хунăранпа 100 çул çитет. 1917 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Раççей Шалти ĕçсен наркомачĕ "Рабочи милицийĕ çинчен" постановлени йышăннă. 1962 çултанпа патшалăх уявне - Милици кунне паллă тума пуçланă. 1991 çулта

Подробнее

Пурнăç сукмакне такăрлатнă

Кĕрхи кун ытла та кĕске. Красновсем касса вакланă вутă туянчĕç те ăна çумăр çăвиччен сарайне кĕртсе хурас тесе кунĕпех ăшталанчĕç. Юрать хисеплĕ çынсене тăванĕсем пулăшу аллине тăсрĕç. Вĕсемсĕр иккĕшне йывăра килетчĕ. - Çапла кăштăртатса пурăнатпăр. Çулсем турта хушшине тăратнă çамрăк тиха пек малалла ыткăнаççĕ. Çитмĕл çултан иртсен ỹт-пỹ те ватăлать,

Подробнее

Кашни ĕçе — пысăк яваплăхпа

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕнчи кулленхи ыйтусене сỹтсе явнă. Автомобиль çỹрекен çулсене хĕллехи вăхăтра çỹреме хатĕрлес тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтупа район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.П.Петров тухса калаçрĕ. Елчĕк район территорийĕнчи республика,

Подробнее