Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 940)

«Механизаторсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнеттĕм»

(М.Ф.НИКИШОВ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Елчĕк МТСĕн 1955-1961 çулсенчи директорĕн аса илĕвĕнчен) Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан Елчĕке ĕçлеме ярассине пĕлтерсен малтан пăшăрхантăм та. Тăван енрен, Элĕкрен, аякра пулни мар, анатри чăваш чĕлхине лайăх пĕлменни кăштах хумхантарчĕ. Анчах çав пăлхану кăлăхах пулнă иккен. Ун чухне механизаторсене, колхозсемпе килĕшсе, ака-суха тума,

Подробнее

Тăван енĕм, эсĕ — чи хакли!

Илеме ăна куçпа анчах мар, чунпа та туйма пĕлмелле. Çавăнпа та эпир, вĕрентекенсем, çамрăк ăру илеме туйса, курса ỹсчĕр тесе тимлетпĕр. Çакă вара пирĕн тĕп тивĕç те. Аслă Елчĕк шкулĕнчи хастар вулакансен пĕр ушкăнĕ ырă ĕçсен пирвайхи утăмне турĕ. Вулавăш ертỹçи тата ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе вĕсем мухтавлă тăван енĕн илемĕпе паллашас

Подробнее

Ят-сума çĕклекенсем — ĕç паттăрĕсем

Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитрĕ пулсан вĕсенчен юлашки 80 çул хушшинчи кун-çулĕ манăн куç умĕнче пулса иртрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçиччен колхоз ĕçĕсемпе паллашма Елчĕк райсовечĕн ĕç тăвакан председателĕсем А.А.Дмитриев, унтан Г.Т.Тимофеев яла лашапа килсе çỹренисене лайăх астăватăп. Вăл вăхăтсенче колхозниксем ĕçе пысăк хаваслăхпа хутшăннă, пĕр-пĕринпе

Подробнее

Паллă спортсменсене манмаççĕ…

Иртнĕ шăматкун Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче штанга йăтассипе нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионне, рекордсменне, СССР спорт мастерне Исаак Портнова асăнса йăлана кĕнĕ уçă турнир иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, А.В.Игнатьев

Подробнее

Районăн 90 çулхи юбилейĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура, тĕпрен илсен, эрнекун - ноябрĕн 17-мĕшĕнче уявлама хатĕрленекен районăн 90 çулхи юбилейне паллă тăвассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Оргкомитет йĕркелỹçи - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый район

Подробнее

«Ачасем тата çемье»

Республика шайĕнчи "Ачасем тата çемье" акци чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕччен иртет. Вунăкунлăхра район администрацийĕн çул çитменнисен тата вĕсен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси тĕрлĕрен ведомство представителĕсемпе пĕрле шкулсенче, йывăр шăпаллă çемьесенче пулаççĕ, ачасен пурнăç условийĕсемпе кăсăкланаççĕ. Курнавăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем те республикăри акцие хутшăнса анлă стенд хатĕрленĕ. Культура çуртне килекенсем çемьесен сăн

Подробнее

Право пулăшăвĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăйтытăмлăх тата патшалăх влаç органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсен пĕрлĕхĕсем, вĕренỹпе коммерци шутне кĕмен ытти организацисем хутшăннипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Çак кун пирĕн районта ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе граждансене 9 сехетрен пуçласа

Подробнее

«Санăн професси суйлавĕ»

Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви 2017 çулхи ноябрĕн 20_24-мĕшĕсенче "Твой выбор профессии" ятпа волонтерсемпе профориентаторсен республикăри акцине йĕркелет. Акцие вĕренекенсене пулас профессине тĕрĕс суйласа илме пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Çак тапхăрта тĕрлĕ професси çыннисем вĕренекенсемпе тĕл пулса хăйсен ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартĕç.

Подробнее

Бюджет пысăкланнă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăваттăмĕш сессийĕнче республикăн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси тĕп ыйту пулнă. Улшăнусемпе вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. Кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 499,6 миллион тенкĕлĕх пысăкланать, 5,6 процент хушăнса 43690 миллион тенкĕпе танлашать. Çакă, министр палăртнă тăрăх,

Подробнее

Пурнăçшăн пĕлтерĕшлисем йỹнелнĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов медикаментсен хакĕ кăçал 2,4 процент пысăкланнине, çав вăхăтрах пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсем 3,3 процент йỹнелнине пĕлтернĕ. Владимир Викторов грипран, ОРВИ чирĕсенчен хỹтĕленессин хакĕ пирки те сăмах пуçарнă. Вакцинаци - ытахальтен шутласа кăларнă

Подробнее