Инкек-синкексĕр ирттĕр
Уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç сыхлавĕн йĕркисене вĕрентессине тĕп вырăна хураççĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те механизаторсемпе водительсене, акана хутшăнакан ытти çынсене хăрушсăрлăх йĕркисене хăнăхтарас тĕллевпе семинар-вĕренỹ йĕркелесе ирттернĕ. Гурий Федоров председатель яваплă тапхăрта ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене, производство дисциплинине çирĕп пăхăнса ĕçлесси пирки чарăнса тăнă.
Подробнее
