Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 30)

Ферма хĕрĕ канăçсăр ĕçре ялан

Çанталăк тÿлек, каçхине çил-тăман алхасни туйăнмарĕ пулин те ирхинене çулсем çине вырăн-вырăнпа самаях юр хĕве-хĕве лартнă. Ирхи сăвăм вăхăтне ĕлкĕрес тесе Çĕнĕ Пăвари – «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне фермине тул çутăличчен юр ашсах çитме тиврĕ. Кооператив председателĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ, пĕр вăхăтрах зоотехник тивĕçĕсене те пурнăçлакан

Подробнее

Лайăх ĕçĕпе ырă ятлă вĕсем

Ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн куллен виçĕ хутчен сăвассине нумай çултанпа çирĕп йĕркелесе пыракан «Победа» ОООри фермăна шăпах кăнтăрлахи сăвăм вăхăтне çитрĕмĕр. Николай Головин директор пире хăйпе пĕрле унта кайса курма сĕнни тĕрĕс те пулчĕ, çакă лару-тăрăва лайăхрах ăнланма тата тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума май пачĕ. Анжела Яковлева, Оксана Жукова тата Анна Константинова операторсем ĕнесене

Подробнее

Тыр-пул пирки хĕлле шутлаççĕ: Ав, кур, пĕрче тĕпчеççĕ те суйлаççĕ

Вĕçĕ-хĕррисĕр анлă уй-хирĕмĕр вăхăтлăха канать, вăл шурă кавирпе витĕннĕ пулин те «Раççей ял хуçалăх центрĕ» патшалăх учрежденийĕн тытăмне кĕрекен вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен районти уйрăмĕн ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ вăхăт. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем черетлĕ çур акире усă курма хатĕрленĕ вăрлăха пахаласа хак парас тĕлĕшпе пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ-çке вĕсем. Çĕр ĕçченĕсен тĕп

Подробнее

Ят-сум вăй-хал хушать

«Эмметево» сахал яваплă юлташлăхри Александр Иванова производствăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята парса чыс тунă. – Ят-сум чун-чĕрене савăнăç кÿрет, шанса панă ĕçре тата тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах пулма хистет, – тет Александр Варсанофьевич. Хальхи вăхăтра механизатор фермăри йышлă ĕне выльăха тăрантарнă çĕрте вăй хурать, хăйне шанса

Подробнее

Грант уйăраççĕ

Хăйсен ĕçне – хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, çемье фермисене йĕркелеме грант шучĕпе патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрасси 2019 çулта та туллин сыхланса юлать. Унсăр пуçне, кăçал «Агростартап» проект та пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене аталанма çăмăллăх кÿрес тĕллевпе бюджетсен хушшинчи трансфертсем пама пуçлаççĕ. «Агростартап» грантне

Подробнее

Куллен рейсра

«Эмметево» ОООра водитель пулса вăй хуракан Валерий Захарова ял-йыш ĕçчен çын, пуçаруллă, тăрăшуллă пулнăшăн сума сăвать. Хĕлĕн-çăвĕн хуçалăх производствинче тимлет вăл. Хăйне шанса панă кирек хăш ĕçе те пысăк тăрăшулăхпа пурнăçланăшăн дирекци енчен ăна пĕр хутчен анчах мар тав тунă. Валерий Захаровăн кулленхи ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Сĕт турттаракан автомашинăна шанса панă

Подробнее

Яваплăха ăнланса

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕнчи мероприятисене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пынине нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Кулленхи ĕçе РФ Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн, ĕçлев саккунĕсемпе ĕç правин нормисене палăртакан актсене тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Кашни уйăхра ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе йăлана кĕнĕ канашлура ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Иртнĕ кунсенчи канашлура та

Подробнее

Фермăри хĕл

Пурнăçне ял хуçалăхĕпе – выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçпе çыхăнтарнă ял çыннин канма та, тунсăхлама та вăхăчĕ çук. Хĕл тапхăрĕнче пысăк ушкăн ĕне выльăха алăран тăрантарнă вăхăтра, пушшех, ферма ĕçченĕн яваплăхĕ пысăк. Тул çутăлнă çĕре ирхи сăвăм вĕçленет. Çакна асра тытса «Эмметево» ял хуçалăх предприятийĕнчи дояркăсемпе тата ытти выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе килĕсене саланиччен тĕл

Подробнее

Пурнăç илемĕ – юратнă ĕç, ачасем

«Прогресс» хуçалăхĕн Патреккелти сысна ферминче тирпейлĕх хуçаланни пурин чунне те савăнтарать. Ферма йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, унти чечек клумбисенче çу каçипех тĕрлĕрен илемлĕ чечексем ешереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çурчĕ таса та хăтлă, кану кĕтесĕсем илемлĕ. Витесен умĕнче, картишĕнче кирлĕ мар япала выртнине кураймăн. Зооветеринари требованийĕпе килĕшÿллĕн сысна фермине ют çынсем кĕмеççĕ. Сысна

Подробнее

Çĕрхут питĕрĕнни

Çĕрхут /выльăх хырăмлăхĕн çурхах-çурхахлă пайĕ /книжка/ хырăмлăх хăвăлĕн малти пайĕнче, мăнхырăмлăхăн сылтăм енче вырнаçнă. Унăн лăймака витĕмĕ питĕ нумай пластинкăсенчен, хутламсенчен тăрать. Ĕне выльăха арпапа, уйрăмах тăпрапа е хăйăрпа вараланнă апатпа нумай вăхăт хушши тăрантарса усрасан унăн çĕрхучĕ питĕрĕнме пултарать. Минераллă тăварсем çитмен чухне выльăх тăпрана кăшлать, вăл çĕрхута нумай пухăнать.

Подробнее